Илемлĕ те пысăк масштаблă мероприятие Эрĕнпур облаçĕнчи регион тата информаци политикин министерстви пулăшнипе облаçри ЧНКА (ертÿçи – Петр Семенов) «Заречный» культурăпа кану паркĕнче йĕркеленĕ. Хăнасене пултарулăх ушкăнĕсен концерт номерĕсем, мастер-классем, хушма ÿнер искусствин куравĕсем, тематика лапамĕсем кĕтнĕ.
Йĕркелÿçĕсем йыхравланипе мероприятие Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнчи культура çурчĕн «Шевле» (ертÿçи – Юрий Мурзаков), вулавăш çумĕнчи «Хĕр-туссем» (Альфия Байкова) пултарулăх ушкăнĕсен хастарĕсем çитсе, тĕрлĕ енчен килнĕ чăвашсемпе тĕл пулса савăннă. Чăваш Енрен килнĕ паллă эстрада çăлтăрĕсен, Алексей Шадриковпа Кирилл Рыбаковăн, юрри-кĕввисене итлесе киленнĕ.
Çавăн пекех пирĕн республикăран мероприятие Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ситекпуç культура çурчĕн «Тăванлăх» чăваш халăх фольклор ансамблĕ, Ермеккей районĕнчи Суккулти «Пилеш» пултарулăх ушкăнĕ хутшăннă. Пушкăртстан чăвашĕсен ятĕнчен Эрĕнпур чăвашĕсене Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Владимир Яковлев саламланă.
– Эпир, «Хĕр-туссем» ансамбль хастарĕсем, кăçал Мĕтри Мишшин юбилейлă çулталăкĕ пулнине, поэт ĕçлĕ пурнăçне Абдулино-Приютово чугун çулĕ çинче пуçланине шута илсе хамăр сăмаха Мишша пиччен «Ан манăр тăван чĕлхене» сăвăри йĕркесенчен пуçларăмăр, унти чăвашсене ырлăх-сывлăх сунса Мĕтри Мишшин «Шурă хурăн, ма йĕретĕн?» кĕнекине парнелерĕмĕр, – каласа пачĕ «Хĕр-туссем» ушкăн хастарĕ Зоя Колесникова.
Уяв питĕ кăмăллă иртнĕ, кашни килнĕ хăнана тутлă апатпа сăйланă, дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнă. Мероприяти чăвашлăха аталантарас тĕллевсене туллин пурнăçланă, пур чăвашшăн та усăллă пулнă.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Эрĕнпур облаçĕ, Абдулино районĕ.