Пур хыпар та
Чăвашлăх
20 Августӑн 2025, 13:00

Канашăн çĕнĕ ертÿçине çирĕплетнĕ

2025 çулхи июль уйăхĕн 3-мĕшĕнче ПР Халăхсен туслăх çуртĕнче иртнĕ «Канаш» регионти чăвашсен обществăлла организацин Президиум ларăвĕнче председатель пулма Николай Иркунович Иванов кандидатурине пăхса тухнă. Август уйăхĕн 12-мĕшĕнче асăннă кандидатурăна ПР чăвашсен Канашĕн ларăвĕнче çирĕплетнĕ.

Канашăн çĕнĕ ертÿçине çирĕплетнĕ
Канашăн çĕнĕ ертÿçине çирĕплетнĕ

Николай Иркунович Иванов 1960 çулхи ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикинчи Бакалă районĕнне кĕрекен Юльтимировка ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн 1983 çулта Пушкăрт патшалăх ял хуçалăх институтĕнче агроном специальноçне алла илнĕ. Ĕçлĕ пурнăçне Бакалă районĕнчи «Россия» колхозра механизатор пулса пуçланă. Унтан Благовещенск районĕнчи «Изяковский» совхозăн тĕп агрономĕ (1983-1984 çç), Фрунзе ячĕллĕ колхозăн председателĕ (1989-1997 çç), Благовещенск хулинчи машинăпа трактор станцин (МТС) директорĕн çумĕ (1997-1999 çç) пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçе ертсе пынă, 1986-1989 çулсенче Благовещенск районĕнчи комсомол комитечĕн малтан иккĕмĕш, унтан пĕрремĕш секретарĕ, районти ял хуçалăх уйрăмĕн РК КПСС инструкторĕ пулнă.
1999 çулта Благовещенск районĕн Ял хуçалăх управленин ертÿçин çумĕ, Благовещенск Çĕр ресурсĕсемпе тата ăна йĕркелессипе ĕçлекен комитетăн председателĕ (1999-2001 çç), Благовещенск районĕпе хулин Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх управленин пуçлăхĕ (2001-2010 çç), Благовещенск район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан (2010-2011 çç), Благовещенск район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ (2011-2012 çç), тивĕçлĕ канăва тухиччен 2019 çулччен Благовещенск район администрацин çумĕ – ял хуçалăх тата муниципаллă çĕр тĕрĕслевĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.
Управлени ĕçĕнче пысăк та пуян опыт пур, 1 класлă муниципаллă советник шутланать, çемьеллĕ.
«Канаш» РОО пресс-служби.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас