Пур хыпар та
Чăвашлăх
14 Ноябрӗн 2025, 09:00

Çемье музейĕ йĕркеленĕ Сихун хĕрарăмĕ çавра çулне паллă тăвать

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче иртнĕ ПР чăваш культура обществин ларăвĕнче тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнипе пĕрлех Ĕпхÿ хулинчи чăваш культура обществин çĕнĕ председательне те суйларăмăр. Малашне ку тивĕçе Елена Степанова пурнăçлĕ.

Çемье музейĕ йĕркеленĕ Сихун хĕрарăмĕ çавра çулне паллă тăвать
Çемье музейĕ йĕркеленĕ Сихун хĕрарăмĕ çавра çулне паллă тăвать

Елена Васильевнăна ку таранччен эпир «Элем» (Ĕпхÿ хули) чăваш фольклор ансамблĕн тата «Хавхалану» (Кармаскалă районĕ, Сихун) фольклор ансамблĕсен ертÿçи, Кармаскалă районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ пек пĕлеттĕмĕрччĕ. Малашне вăл Ĕпхÿ хулинчи чăваш культура обществин председателĕн тивĕçĕсене те пурнăçлĕ.

Елена Степанова Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнче 1960 çулхи ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Пушкăртстанри культура техникумĕнчен вĕренсе тухса хăйпултарулăх хор ушкăнĕн ертÿçи специальноçне алла илнĕ.

Елена Васильевна Пушкăртстан Республикинчи чăваш халăх культурине аталантаракансенчен пĕри шутланать. 2006-2021 çулсенче Кармаскалă районĕнчи Сихунри культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçленĕ вăхăтра хăйпултарулăха аталантарас ĕçе сахал мар тÿпе хывнă, Кармаскалă районĕпе Ĕпхÿ хулинчи чăваш фольклор ушкăнĕсене йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри шутланать. Вăл ертсе пыракан фольклор ансамблĕсем республика шайĕпе иртекен «Салам», «Азамат» конкурссен лауреачĕсем пулнă. Вĕсем Атăлçи тăрăхĕнчи республикăсенче, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенче, Крым Республикинче гастрольсенче пулнă. Е.В. Степанова асăннă пултарулăх ушкăнĕсемпе ПР Халăхсен туслăх çурчĕ ирттерекен мероприятисене («Наци тумĕсен кунĕ», «Навруз» уявĕсенче, Пушкăрт драма театрĕнче, Ĕпхÿри тутар театрĕнче делегаци ушкăнĕсене кĕтсе илесси) хастар хутшăнать.

Çавăн пекех Елена Васильевна муниципаллă органсемпе пĕрле обществăлла ĕçсене тивĕçлĕ пурнăçлать. Ăна виçĕ хутчен Сихун ял Канашĕн депутатне суйланă. Кармаскалă район администрацийĕн культура уйрăмĕпе пĕрле Сихун ялĕнчи Степановсен çемйи чăваш истори еткерлĕхĕн музейне йĕркеленĕ. Ун çинчен вара республикипех пĕлеççĕ.

Кăмăл-сипет принципĕсене, çемье хаклăхĕсене çирĕп тытса пыракан хĕрарăма хăй йĕркеленĕ ушкăн хастарĕсем çеç мар, республикăри чăваш общественноçĕ те питĕ хисеплет. Вăл – нумай ача амăшĕ, вĕсем мăшăрĕпе икĕ хĕрпе пĕр ывăла тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Çак кунсенче Елена Васильевна 65 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Пултаруллă чăваш хĕрарăмне юбилей ячĕпе тата наци культурине, йăли-йĕркипе истори еткерне упраса хăварас тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн ПР Халăхсен туслăх çурчĕн Хисеп хучĕпе наградăлама палăртнă.

Елена Васильевна, сире çавра çул ячĕпе саламласа малашне те чăвашлăх анинче çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, ăнăçу, вăрăм кун-çул сунатпăр.

Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш
культура пĕрлĕхĕн председателĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас