Хăйĕн ĕçĕпе пĕр самант та кăсăкланма пăрахман Юрий Виноградов çак кунсенче 80 çул тултарчĕ. Çапла, çак кунсенче: те пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче темелле, те кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче – каллех ыйту. Тепĕр тесен, чĕлхе пĕлĕвçи, тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕн наука аслă ĕçченĕ тав сăмахне кашни кун тивĕç.
– Юрий Михайлович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир учитель çемйинче çуралса ӳснĕ. Сирĕн аçăр географи, хими, зоологи вĕрентнĕ теççĕ.
– Çемьере пурте учитель пулман. Анне икĕ çул кăна вĕреннĕ. Ман пата çырусем пысăк сас паллисемсĕр, пăнчăсемсĕр яратчĕ. Тарăн пĕлӳ илеймен пулсан та ăслă-тăнлăччĕ. Атте, чăнах та, çамрăкранах учительте ĕçленĕ – ĕмĕрĕ тăршшĕпе.
– Аçăр – Васильев Михаил Степанович. Эсир Степанов та мар, Васильев та мар. Мĕншĕн Виноградов?
– Тĕрĕссипе, эпĕ декабрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. «Çĕнĕ çулччен виçĕ кун маларах кун çути куртăн», – тетчĕ анне. Ун чухне атте 23 тултарнă çамрăк çын пулнă, пĕрремĕш ача çуралнипе савăннă. «Ялта Васильев нумай, ялĕ те Васильевка ятлă. Васильевпа чарăнса тăрас мар, мĕнле те пулин хушамат тупмалла», – тесе шутланă. Унăн юлташĕсем секретарьте, председательте ларнă. Вĕсем Соловьев хушамат та сĕнсе пăхнă. Ун чухне вырăссен Виноградов текен паллă юрăç пулнă. Унăн хушаматне вара мана панă.
Эпĕ Пушкăрт Республикинче Маккар районĕн Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнче çуралнă. (Халĕ вăл Ишимбай районне кĕрет – ред.) Пирĕн ялтан инçех мар тусем хушшине кĕрсен Йĕкен текен шыв пуçланать. Йĕкен юхсан-юхсан Шуратăла кĕрет. Маккар ялĕ вара – пушкăрт ялĕ. Унта хăй вăхăтĕнче район центрĕ пулнă тетчĕç. Халĕ пысăк çуртсенчен больница кăна юлнă. Кайран район центрĕ кӳршĕ Петровское ятлă вырăс салине куçнă.
– Интернетра эсир 50 çул тултарсан ÿкернĕ видеосюжет çÿрет. Унта Чăваш патшалăх университечĕн пĕр аудиторинче синтаксис вĕрентнине курма пулать. Юрий Михайлович Виноградов виçĕ теçетке çул иртсен те нимĕн чухлĕ те улшăнман иккен тесе пăхрăм. Çамрăк пулма сире, тен, музыка инструменчĕ калама пĕлни пулăшать пуль? Хут купăс е балалайка алла юлашки хут хăçан тытрăр?
– Балалайка мар, мандолина калама пĕлеттĕмччĕ. Килте мандолина та, баянĕ те пур-ха, анчах вĕсене алла тытманни чылай çул иртрĕ. Университетра ĕçлеме пăрахнăранпа та каламан пуль. Преподавательсем уявсем ирттеретчĕç, çавăнта хутшăнаттăмччĕ. Геннадий Иванович Воронцов ман пекех мандолина та, купăс та калатчĕ. Юрлаттăмăр, ташлаттăмăр. Пирĕн питĕ лайăх ансамбльччĕ. Мана музыка инструменчĕсем калама Пелепейри педагогика училищинче вĕрентрĕç. Пирĕн училище питĕ паллă вĕренÿ заведенийĕ шутланатчĕ. Эпĕ унта чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илтĕм.
– Унта халь чăвашла вĕрентмеççĕ тенине илтсеччĕ. Ас тăваттăм, пĕр вунă-вун пилĕк çул каялла чăваш учителĕсене Çтерлĕ хулинче те хатĕрлетчĕç.
– Çтерлĕре халĕ те хатĕрлеççĕ. Пелепейре вара училищĕне хупрĕç (Ăна машинăсем тăвакан техникумпа пĕрлештерсе гуманитарипе техника колледжĕ тунă – ред.). Унтан эпĕ 1964 çулхи çулта вĕренсе тухнă. 2014 çулхи çулла юбилее кайрăм. Кĕркунне педучилищĕне хупни çинчен хыпар илтĕм. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Ним те тăваяс çук. Училищĕне мандолина калама вĕренес тесех кайнăччĕ эпĕ. Шкулта ĕçлĕп тесе шухăш та çукчĕ. Пĕр çулхине хамăр ял шкулне Пелепей педучилищине пĕтерсе Хурамал хĕрĕ Елизавета Кирилловна Никитина килчĕ. Вăл пире мандолина каласа юрлаттаратчĕ. Манăн мандолина калама вĕренес килсе кайрĕ. Пĕччен пулмăп терĕм, мĕшĕн тесен Пелепейре аслăрах курссенче хамăр тăвансем вĕренетчĕç.
Атте пысăк çемьере çуралнă, ашшĕ-амăшĕн чи кĕçĕн, çиччĕмĕш, ачи пулнă. Вăл çуралсан виçĕ кунтан асанне вилнĕ, çавăнпа амăшĕсĕр юлнă пепкене кăкăр ачиллĕ тĕрлĕ хĕрарăм патне илсе çÿренĕ. Кайран вăл эпĕ вĕçĕмсĕр асанне тесе ÿснĕ пĕр хĕрарăм патĕнче пурăннă. Атте пире, малтанхи ачисене, хăйне кăкăр панă хĕрарăмсемпе те паллаштарчĕ. Вĕсем патне ялан кучченеçпе каяттăмăр. Анне тăванĕ те, атте тăванĕ те нумайччĕ. Пирĕн патра хăна-вĕрле пуçтарăннине лайăх астăватăп. Вара пÿрт тулли юрă-кĕвĕ шăранатчĕ. Ял çамрăкĕсем юрласа-ташласа канма юрататчĕç. Çимĕк кунĕнче каç енне масар çинчен тухнă 70 ытла çынлă вăйă карти пĕтĕм яла утса тухатчĕ.
– Эсир тăван ялта пулманни мĕн вăхăт?
– Виçĕм çул пултăм. Пĕлтĕр куçа операци тунине пула каяймарăм. Кайнă чухне хаваспах каятăп, хурланса таврăнатăп.
– Мĕншĕн кулянатăр? Иртнĕ вăхăт, чĕлхе пĕтни кулянтарать-и?
– Тăван çĕр вăл – тăван çĕрех. (Пăшăрханать)
– Юрий Михайлович, çапах та çирĕплетсех калăр-ха: 80 çул тултарнине декабрĕн 28-мĕшĕнче е январĕн пĕрремĕшĕнче паллă тума тытăнар?
– 28-мĕш хыççăн эрнипе паллă тусан та юрать (кулать). Анне каласа хăварни тĕрĕс. Çĕнĕ çулпа ăна атте çыхăнтарнă. Январĕн пĕрремĕшĕшĕн каллех атте айăплă.
– Сирĕн йăхра улăштаракансем, çĕнетекенсем питĕ нумай. Ку енĕпе эсир те аçăра пăхнă пулас? Курăр-ха: Степанов пулмалласкертен аçăр Виноградов туса хурать. Эсир хăвăр вара чăваш синтаксисне тĕпчесе диссертаци хÿтĕлетĕр те кĕтмен-туман çĕртен орфографи çине куçса каятăр. Унта мĕн кăна улăштармарăр.
– Атте ÿркенекен, кая туртакан çын пулман, пурнăçпа тан пынă. Никама та тарăхман.
– Атте лайăх, паллах. Паян чăваш синтаксисне тĕпчекен çукпа пĕрех. Эсир ку ĕçе мĕншĕн пăрахрăр?
– Синтаксиспа (чĕлхесене вĕрентекен грамматика пай – ред.) эп халь те çыратăп, ĕçлетĕп. Тĕрĕк халăхĕсемпе танлаштарас пулсан, чăваш синтаксис ăслăлăхĕ чи малта пырать. Тутарсен Мирфатых Закиевич Закиев тата чăвашсен Иван Андреевич Андреев пур. Вăт вĕсем ку ĕçе пысăк тÿпе хывнă. Пĕтĕм тĕрĕк чĕлхи вĕрентĕвĕнче синтаксиса чи мала кăларакансем пулнă. Халь вĕсен шайĕнчен иртсе кайса çĕнни калани нимĕн те çук.
– Çак япала питĕ интереслĕ те. Халь эпир чăваш грамматикине вырăссеннипе пĕр пеклетме тăрăшмастпăр, ытти тĕрĕк халăхĕсен чĕлхисемпе танлаштарса пăхатпăр.
– Тĕрĕс. Тытăмĕпе пĕр пек те-ха. Пирĕн морфологире çитменлĕх нумай. Ăна Иван Андреевич та тахçанах калатчĕ. Мана вăл вăйпах морфологипе ĕçлеттересшĕнччĕ. Хăй ĕçлесе ĕлкĕреймерĕ.
– Эсир чи малтанах Пушкăртра учительте ĕçленĕ. Кĕтмен çĕртен Шупашкара килетĕр.
– Шупашкар çинчен эпĕ таçта та вуласа пĕлнĕ. Атте хаçат-журнал нумай, «Агитатор блокночĕ» таранах, çырăнса илетчĕ. Шупашкартан «Коммунизм ялавĕ» хаçат, «Ялав», «Тăван Атăл» журналсем килсе тăратчĕç. Эп вуламасăр пĕр страница хăварман. Педучилищĕрен каникула таврăнсассăн та мĕн пухăнса кайнине веç вуласа тухаттăм. Шупашкар çинчен çав хаçатсенче çырнă тăрăх пĕлеттĕм. Педучилищĕре Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ Алексей Иванович Иванов ĕçлетчĕ. Вăл пире чăваш чĕлхине питĕ лайăх вĕрентетчĕ. Ниçта та пăхмастчĕ, утса çÿресе хуллен, васкамасăр лекци вулатчĕ, эпир çырса пыраттăмăр. Чăваш чĕлхине пĕр кĕнекесĕр вĕрентĕмĕр. Вăл: «Шупашкар чаплă, кайса курăр», – тесе пĕр сăмах та каламан. Анчах та чĕлхе туйăмне парнелерĕ. Вара хам та кайса вĕренес-ха тесе шутларăм. Унччен маларах Тупах ялĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентрĕм. Шупашкарта университетра фонетикăпа лексика, синтаксис таранах Иван Павлович Павлов вĕрентрĕ. Вăл та интереслентерсе яма пĕлетчĕ.
– Çав вăхăтра аннĕр Шупашкара мĕн çыратчĕ-ха?
– Пĕрре атте чирлесе ÿксессĕн, урине амантсан çырса ячĕ: «Килсе кур!» – тесе. Анне, Ирина Вавиловна, икĕ ывăл та икĕ хĕр çуратнă. Эпĕ – чи асли. Педучилищĕре вĕреннĕ чухне ман хыççăн йăмăк, унтан кĕçĕн йăмăк килчĕç. Шăллăм вара ял хуçалăх техникумне кĕчĕ. Пурте Пелепейре вĕреннĕ.
Анне патне уйрăммăн çырман, пурин ячĕпе те çыраттăмччĕ. «Вĕренÿ лайăх пырать, пурăнатпăр, Атăл хĕррине çÿретпĕр», – теттĕм.
– Сирĕн пата поэтсемпе писательсем тĕрĕсрех епле çырмалла тесе канаш ыйтма пыратчĕç-и?
– Ун чухне писательсемпе журналистсене вырăс чĕлхи ытлах витĕм кÿмен. Халь вырăсланса пыратпăр. Çырура тата калаçура питĕ йăнăшсем каяççĕ. Хама Ватсаппа е Вайберпа ярса панă текстсем пирки асăрхаттаратăп. Çывăх çынсене тÿрлетни темех мар вăл. Хăш-пĕр учительсем çавах хытă кÿренеççĕ.
– Мĕн кÿренмелли? Пĕлместпĕр те-ха. Темле ăсчах та пĕтĕмпех пĕлсе çитереес çук. Эсир хăвăр та падежсем пирки вĕрентнĕ чух ĕлĕкрех вĕсен шутне пĕр тĕрлĕ калаттăрччĕ, халĕ урăхла, хутлă предложенисем пирки те çавах. Уйрăмах тăванла тĕрĕк чĕлхисене тишкернĕ май чăваш чĕлхине вĕрентес мел-меслет те улшăнчĕ самай.
– Ăслăлăх вăл чĕлхе факчĕсене танлаштарса пăхать. Халĕ чăваш чĕлхи вырăс витĕмĕпе улшăнса пырать.
– Малашне вăл литературăшăн та норма пулĕ-и вара?
– Чĕлхене пуплеврен уйăрма пĕлес пулать. Чĕлхе вăл эпир пуплеве епле ăнланнине çырса панă ăслăлăх. Пуплев – чĕрĕ хутшăну. Малашне вара яваплăхĕ веçех хамăртан килет: хамăра мĕнле тытатпăр, мĕнле калаçас тетпĕр… Ман пата йăнăш çырнă текстсем ярса параççĕ.
Эп вĕсене темле интереслĕ пулсан та урăх çынсене салатса памастăп. Çав йăнăшсене ан курччăр тетĕп. Хама ярса паракансене тÿрлетсе çыратăп. Вĕсем вара «Пире хамăра ярса пачĕç», – тесе тÿрре тухма хăтланаççĕ. Такам çырса таçта та вырнаçтарать.
– Апла сирĕн ялта, Йĕкенпуçĕнче, паян та чăвашла вĕрентеççĕ-и?
– Чăваш сăмахĕ лайăх упранать унта. Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ çынсем вĕрентеççĕ – эп хатĕрленисемех.
– Эсир хăвăр яла çитсен «аван-и?» тесе сывлăх сунатăр-и?
– Пирĕн «аван-и» тата «шеп-и» теççĕ. Тутара курсан «якшама» теççĕ. Ман арăм ялĕнче «кам эс?» «ăçта каян?» теççĕ. Вĕсен вăл – сывлăх сунни.
– Сирĕн вăхăтра Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче мĕнле кăна пуçару тумастчĕç: халăх инструменчĕсемпе калакан ансамбль, ташă ансамблĕ пурччĕ, хĕрсем «Мерчен» ансамбль йĕркеленĕччĕ. Эсир кайрăр та, факультет хăвачĕ те пĕтрĕ.
– Иван Андреевич Андреев пире хăват тăвас тесе пухнă. Михаил Иванович Скворцов, Виталий Иванович Сергеев, Атнер Петрович Хусанкай тата ыттисем – чĕлхе енĕпе малта пыракансем тăрăшрĕç.
– «Пĕр хĕр хатĕрленçи туса чылай хушă урлă-пирлĕ пăхкаласа ларчĕ. Хуравлама тухсан пĕр виç-тăват сăмах каларĕ те урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Эпĕ хăрасах ÿкрĕм. Мĕн, тăнне çухатрĕ-им ку тетĕп? Çав вăхăтра кабинета Юрий Михайлович кĕчĕ. Хĕре палласа илчĕ те: «Тăр хăвăртрах, кун пек юла юпни сана килĕшмест», – терĕ. Тăнне çухатнă хĕр йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те пÿлĕмрен тухса шăвăнчĕ», – аса илет Иван Андреевич Андреев. Вара студентсем çавăн пек тĕлĕнтермĕшсем час-час кăтартатчĕç-и?
– Эпĕ практика ирттереттĕмччĕ. Иван Андреевич малтанхи вăхăтра лекцисем вулатчĕ, экзаменсене те вăлах тыттаратчĕ. Эп вăл хĕр мĕнлине, мĕн хăтланма пултарнине пĕлеп те-ха. Унăн сывлăхĕ çирĕп. Унашкаллисене кĕтмен сăмахпа намăслантармалла.
– Паçăрхи видео патнех таврăнам-ха. Пĕр аудитори туп-тулли студент эсир ăнлантарнине куç сиктермесĕр итлесе ларать, кашни сăмахне тимлĕ çырса пыраççĕ. Куçĕсем пурин те çиçеççĕ, чăвашлăхшăн, чăваш чĕлхишĕн тем тума хатĕр пек çунаççĕ.
– Çавнашкал тĕлĕнмелле вăхăт пулчĕ çав. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем питĕ хавхалануллă тапхăрччĕ. Пурте ырра, çутта кĕтеттĕмĕр, çĕнĕ пурнăç каять тесе тăраттăмăр.
– Иван Андреевич Андреев чĕлхе саккунĕн проектне тунă çынсенчен пĕри. Малашлăха шанмасăрах туман ĕнтĕ çак ĕçе?
– Эпир пурте шанаттăмăр. Ун чухне Иван Андреевич хавхаланса ĕçлерĕ. Паянхи пек начар пулать тесе никам та шутламан.
– Йăнăшмастăп пулсан, ун чухне тÿре-шарана должноçе чăваш чĕлхине пĕлнине кура лартатчĕç. Вĕсене экзамен тыттаракансен шутĕнче Иван Андреевич та пулнă. Енчен те Иван Андреевич Андреев хак парас пулсассăн паянхи чиновниксем «иккĕ» кăна илетчĕç пуль?
– Ун чухне экзаменне те хавхаланса тытнă. Иван Андреевич савăнса каласа панăччĕ: «Николай Васильевич Федорова «пиллĕк» лартрăмăр», – тесе.
– Хăвăра Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ теме хистетĕр. Мĕншĕн «ăслăлăхри аслă ĕçтешĕ» тени килĕшмест?
– Эп ăна «салтакри ача», «тыткăнри салтак» тенипе танлаштаратăп та. Унта -ри аффикс вĕт. Вăл салтакра пулать те таврăнать унтан.
– «Вăрманти кайăк» тата «вăрман кайăкĕ» е «шыври пулă» тата «шыв пулли» тенĕ чухне мĕн япăххи?
– «Вăрманти» тенĕ чухне те вăрмантан урăх çĕре куçма пултарать. «Шыври пулă» тенине ăна пăхас пулать-ха. «Ăслăлăх кандидачĕ», «ăслăлăх çынни» тенисем тахçантанпах пыраççĕ. Эп хама «ăслăлăхри» тенине хăнăхман. Уншăн та мар. Юлашки вăхăтра хаçат-журнал, радио-телевидени ри, типе пĕли-пĕлми усă курма пуçларĕç. Пĕррехинче радио «республикăри Культура министерстви» терĕ.
– Мĕн тĕлĕнетĕр? «Республикăри Министерство культури» е «министр культури» текенни те пур.
– Кунта вырăс чĕлхи витĕмĕ палăрать.
– «Манăн ăслăлăхри аслă ĕçтешĕм» е «ман салтакри юлташăм».
– Çапла, «салтакри юлташăм» теççĕ, «салтак юлташăм» тенине илтмен.
– «Манăн ăслăлăх аслă ĕçтешĕм» тенине те илтмен эпĕ.
– «Ăслăлăхри аслă ĕçтешĕм» пулма пултарать, мĕншĕн тесен ăслăлăхра пĕр вăхăтра ĕçлеççĕ те кайран пĕрле ĕçленĕ вăхăчĕ иртсе каять. Кунта вăхăтлăх тенине пĕлтерет. Килет те ик-виç кунтан каять. Кĕçех урăх çĕре куçса каяс пек «районти» теççĕ.
– Манăн сирĕнпе килĕшмех тивет, мĕншĕн тесен эсир ăслăлăхра пĕртте вăхăтлăх мар. Эсир – яланлăха!
– Ĕлĕк Чĕмпĕр чăваш шкулĕ пулнă. Халь ăнран кайсах «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» теме пуçларĕç. Сăлтавне те пĕлетĕп. Кунта каллех вырăс чĕлхи витĕмĕ палăрать. Вырăс чĕлхинче пĕтĕм сăмах «окончани» тенипе çыхăнса пырать. Вара пирĕн те сăмахсене аффикспа çыхăнтарас килет.
– Килĕшетĕр-и, килĕшместĕр-и, ман шутпа, чăваш чĕлхи ытларах «ăçта?» текен ыйтăва хуравлама тăрăшать.
– Ăна пĕлмес, тĕпчес пулать.
– Апла пулсассăн калăр-ха, сирĕн аçăр «учительте» е «учитель пулса» ĕçленĕ? Ăçта е кам пулса?
– «Учитель пулса» тени лайăх мар, тĕрĕс мар.
– Эсир вĕрентнĕ пĕр вăйлă студент «Хресчен сасси» хаçатра тĕп редактор çумĕнче ĕçлеме тытăннă. Вара вăл хаçатра «учительте ĕçлет» тенине вĕçĕмсĕр «учитель пулса ĕçлет» тесе тÿрлетнĕ тет.
– Эп студентсене ун пек япаласене вĕрентмен. Ун чухне таса чăваш чĕлхи тытăмĕ мĕнле пулнине кăна вĕрентеттĕм. Халь вара шăпах пуплев культурипе ĕçлеме пуçларăм, мĕншĕн тесен шкул учебникĕсемпе ларатăп. Унта тĕрĕс каланă тĕслĕхсем те, йăнăшсене тÿрлетмелли тĕслĕхсем те илсе кăтартмалла. Кирек епле хаçат вула е радио-телевидени итле – йăнăш тупма йывăр мар. Кашни минутра тупăнса тăрать.
– Эп ăнланнă тăрăх, сире чи малтанах синтаксиспа ĕçлеме Семен Петрович Горский хавхалантарнă.
– Документсемпе килĕшÿллĕн, вăл ман ертÿçĕ шутланать. Çынсене аспирантурăна илмешкĕн ăна çеç ирĕк панă. Мана Семен Петрович патĕнче çырмалла тесе каларĕç. Ун чухнех ватăччĕ вăл. Эпĕ диссертаци хÿтĕличчен вилсе кайрĕ. Вăл мĕнле уткаласа çÿренине, калаçнине питĕ лайăх астăватăп. Унăн темле пушмак пурччĕ: нăйк-нăйк сасă кăларса шак! шак! туса утса çÿретчĕ. Хăй вăхăтĕнче артист пулнă та, калаçасса уçăмлă калаçатчĕ. Мана аспирантурăна илесшĕн пулман вăл. Вăл урăх çынна шаннă, кĕтсе пурăннă.
– Эпĕ эсир Семен Петрович Горскин чи юратнă вĕренекенĕ пулнă тесе шутланăччĕ.
– Пире вăл студент чухне литература чĕлхин историне вĕрентсе. Хăй кафедра пуçлăхĕ те марччĕ, профессор должноçĕнче кăна ĕçлетчĕ. Анчах çав вăхăтра çынсене аспирантурăна илме унăн кăна ирĕк пулнă пуль тесе шутлатăп. Горскин вĕр çĕнĕ теори пулман. Хăйĕн ĕçĕсене вырăс грамматикине таянса çырнă. Тимухха Хветĕрĕсем пек çырма хăйман, лешсем халăх тăшманĕсем шутланнă та-ха. Кайран Иван Андреевичсем пач çĕнĕ теори çине куçрĕç.
– Эп астăвасса, Иван Андреевич Андреев та вырăс грамматикинчен ытлах пăрăнса каймастчĕ-ха.
– Тĕрĕссипе, мана Иван Андреевич вĕрентнĕ. Хăй хваттерне илсе кайрĕ те список пачĕ: «Çаксене, çаксене тупса вула!» – терĕ. Унта Европа, тĕнче ăсчахĕсем… Çапла каларĕ: «Эп веç ватса пĕтерсе туман, ман унта кивĕлли те, çĕнĕлли те пур», – терĕ. Унăн диссертацине вуласа тухрăм. Ун чухне питĕ хулăн çырмалла пулнă та, çавăнпа кирли сахал пек туйăнать. Сăмах майлашăвĕсем, хутсăр предложенисен тытăмĕ çинчен çырнă статйисем чĕлхе вĕрентĕвĕшĕн çĕнĕлĕх. Ун пеккине тата пурте тÿрех ăнланмаççĕ. Манăн ăнланмалла, мĕншĕн тесен диссертаци çырмалла. Европа ăсчахĕсен ĕçĕсене вуласан Иван Андреевича ăнланса илтĕм. Вăл вара эпĕ ăна ăнланнине ăнланса илчĕ те мана яланах пулăшса пычĕ.
– Юрий Михайлович, орфографи правилисене улăштарма мĕн хистерĕ?
– Мĕншĕн тесен вăл хамăр чăваш чĕлхи тытăмĕпе килĕшсе тăмасть. Тĕрĕссипе, эпĕ ыйтнипе улăштарман ăна. Орфографире хирĕçÿлĕх пулнине Тимухха Хветĕрĕсемех пĕлнĕ. Анчах вĕсене ирĕк паман. Хальхи вăхăтра та пĕри чăваш телевиденийĕнче халăх пухсах каларĕ: «1937 çул пулнă пулсан вĕсене ыранах персе вĕлермелле», – терĕ.
– Юрий Михайлович, никама та персе пăрахмастпăр. Çапах та хăш-пĕр сăмахсене уйрăм е пĕрле çырас пирки эсир хытă тимлетĕр. Çавăнпа хĕç-пăшалне те сирĕн еннелле пăрнă.
– Пĕччен юлтăм, пĕччен юлтăм. Халь мана хÿтĕлекен Иван Андреевич çук. Вăл вăхăтра çĕнĕлĕхе хапăл пулнисемех шăпăрт лараççĕ. Унпа пĕрле ĕçлесе курманнисем вара ку ыйтăва тарăн пĕлмеççĕ.
– Апла калакансем те, капла калакансем те пур. Сирĕн шутпа, паян мĕн тумалла? Ылтăн варрине ăçта тупмалла?
– Тавлашуллă самантсене çĕнĕ словарьте ик тĕрлĕ те çырса хурас пулать. Мĕншĕн эпир икĕ тĕрлĕ шухăшланин сăлтавне те пĕлетĕп. Пĕрле çырас текенсем пуплеври интонацие пăхаççĕ. Уйрăм çырас текенсем – чĕлхе тытăмне. Иван Андреевич пĕрре каланăччĕ: «Писательсем, эсир, ăнлавне пăхатăр, пĕр ăнлава пĕлтерет пулсан пĕрле çырмалла тесе шутлатăр». «Ăнлава сăмахпа кăна мар, сăмах майлашăвĕпе те палăртма пулать». Тĕслĕхрен, çăвар маччи (небо). Тата маччи сăмах куçăмлă пĕлтерĕшлĕ. Ун çинчен никам та шутламастчĕ. Орфографие улăштарас пирки сирĕн ĕçтешĕр Алексей Иванович Иванов 1950–1960 çулсенчех калаçма пуçланă. Хăй кандидат та, никам та пулман, апла пулин те Горскипе тавлашнă. Унăн хаçатра, тĕпчев институчĕн пуххисенче темиçе статья та тухнă, таблицăсем тусах ĕнентернĕ.
– Сирĕн ĕçĕрсен списокне кăлармалла тесе шутларăмăр. Анчах та шутне хăвăртан лайăхрах пĕлекен никам та çук пулĕ. Вĕсем пурĕ миçе?
– Çĕр утмăла яхăнччĕ пулас. Орфографипе эп пĕчĕк-пĕчĕк япаласем çырса пытăм, вĕсене шутламасăр 160 ят.
– Сирĕн аçăр географи, хими, биологи учителĕнче ĕçленĕ. Эсир вара чĕлхе тĕпчевĕнче вăй хуратăр. Çав териех мĕн хистерĕ çак çула суйласа илме?
– Хама халь те вĕрентекен тетĕп. Енчен те шкул пирки шутламан пулсассăн, тĕпчев ĕçĕ пирки те шутламăттăм пуль. Тĕпчеве мана Иван Павлович Павлов доцент явăçтарчĕ. 1965 çулта вĕренме кĕтĕм те, иккĕмĕш курсраччĕ пуль, чĕлхепе курс ĕçĕсем çыртăмăр. Унта орфографи историйĕпе çыхăннă тема пурччĕ. Мĕншĕн ăна суйласа илтĕм-ха? Халь сăлтавне палăртатăп. Шупашкара пĕрремĕш хут килни асра: алăра чăматан, ял хуçалăх институчĕ патĕнче антăм та, куратăп – «ялхуçалăх» пĕрле çырнă. «Пире ял хуçалăх уйрăм çырмалла тесе каланăччĕ-çке», – тетĕп. Унтан каллех уйрăм çырнине хирĕç конференцисем пуçланчĕç. Вара эпĕ те: «Мĕншĕн ун пекех тавлашаççĕ», – тесе тĕпчев ĕçне кĕрсе кайрăм.
– Апла пулсан чăваш орфографийĕ ĕмĕрех тавлаштарнă?
– Тĕрĕсех. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчен пуçласах тавлаштарнă.
– Мĕнрен килет вăл? Çырулăх кая юлса аталанма пуçланипе çыхăнман-ши ку?
– Чĕлхе вĕрентĕвĕ мĕнле шайра пулнинчен те килет.
– Эсир ыйтнă пек пăхас пулсассăн, Иван Яковлев кăларнă пĕрремĕш букварьсенче те йăнăшсем пур.
– Хирĕçÿлĕхсем унта та пур. Çав вăхăтрах халĕ пирĕнпе тавлашакансене хирĕç каламалли фактсем те çителĕклех. Тĕслĕхрен, кун ячĕсене ун чухнех уйрăм çырнă. Халĕ çакна пĕлмĕше переççĕ-и? Иван Яковлев пĕрле е уйрăм çырас пирки шутламан та.
Эсĕ Муркашчĕ вĕт-ха. Сирĕн тăрăхра кун ячĕсене «кун» сăмахсăрах калаççĕ. «Шăмат», «вырсарни», «тунти» теççĕ. Çав вăхăтрах «кун» сăмахпа та калаççĕ.
– Чĕлхе тĕрлĕ витĕмпе улшăнать. Улшăнни аталанни-и вăл е тепĕр чухне каялла чакни-и? Сирĕн шутпа, епле?
– Пуплев маларах улшăнать. Лайăх енĕ те пур унăн. Нормăран тухса каять пулсан вара – начар. Чăваш чĕлхин шалти саккунне пăсса урăх чĕлхе витĕмĕпе каять пулсассăн йĕркеллĕ мар.
– Ку енĕпе каллех икĕ ушкăн пур. Пĕрисем ют чĕлхерен килнĕ сăмахсене чăвашлатма тăрăшаççĕ (больница – сыватмăш), теприсем ют чĕлхери пекех хăварасшăн. Эсир хăшĕсемпе çырлахатăр?
– Паллах, чăвашлатма тăрăшас пулать. Хаçат-журнал тÿрех куçарса ĕлкĕреймест-и е ăнăçсăр куçараççĕ, е çаплах яраççĕ. Тĕслĕхрен, «спутник» сăмаха илер-ха. Пушкăртсемпе тутарсем ăна хăйсем пек турĕç: «çĕр юлташĕ». Пирĕн вара чĕлхене «спутник» кĕрсе юлчĕ. Май пур чухне чăвашлатас пулать. Ют чĕлхе вăйĕ пысăкланасран хÿтĕленмелле. Анчах ăс-тăнра юлман сăмахсем тумалла мар.
– Эсир мĕншĕн тумастăр?
– Ман халь тунисем пур пуль те-ха. Çапах хама сăмах тăвакан çын тесе шутламастăп. Ăна журналистсем хăтланаççĕ тата хăш-пĕр чĕлхеçĕсем тăрăшаççĕ. Ман урăх тĕллев.
– Эпир çитес вăхăтра ăçта çитсе тухатпăр?
– Эп ют сăмахсем нумайланса кайнинчен пит хăраса та каймастăп, мана чăваш чĕлхин грамматикине пăсма пуçлани хăратать.
– Ăна тытса чараяс çук пуль? Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Мĕншĕн тесен ăсчахсем хушшинчех пĕрисем тăван чĕлхене çăмăллатса вĕрентме сĕнеççĕ. Вĕсемшĕн каврăç, юман е хурăн çук. Йывăç сăмах пĕлнипе çитет, ыттине вĕрентсе ача пуçне анратмалла мар теççĕ. Салтак тÿми те, утмăл турат та çук. Вĕсен вырăнне чечек е ÿсен-тăран сăмахсем пĕлни çителĕклĕ иккен.
– Кам пирки каланине ăнлантăм. Вăлах кайрăмăр вырăнне кайнă тесе калама сĕнет. Пурăна киле вăл хамăрах пырса çапать вĕт.
– Çавăнпа калатăп та, сирĕншĕн грамматика çав тери пĕлтерĕшлĕ, теприсемшĕн вара паян чăваш чĕлхине çиелтен пĕлни те çителĕклĕ.
– Çапла-ха, çапла. Пĕрне капла тусан, теприне апла тусан меллĕрех пек туйăнать пулĕ. Ним тума пĕлменрен вариантсем шыраççĕ пуль. Çапах та чăваш грамматикине сыхласа хăварма тăрăшмалла.
– Пирĕн тымарсем чĕлхере, грамматикăра, эпир чăваш пулнине, чăн чăвашла шухăшласа калаçнине палăртаканни шăп çавăнта вĕт-ха.
– Паллах. Темшĕн чăваш чĕлхинче сăмахсем сахал теççĕ. Эпир ăнлавсене сăмах майлашăвĕсемпе кăтартатпăр. Грамматика моделĕсем тата сахалрах. Тĕрĕссипе, вĕсене тытса пыма питĕ çăмăл. Çав модельсене çухатсан чĕлхе чăл-пар саланса каять.
– Пуласлăхра эпир чăваш чĕлхи тесе йышăнакан грамматикăра ют чĕлхе моделĕсем хуçаланма пултарĕç.
– Вăл вăхăта курас марччĕ, ан пултăрччĕ те вăл. Сиртен, çамрăксенчен килет. Эпĕ пĕччен нимĕн те тăваймастăп. Эпир, чĕлхеçĕсем, пÿрнепе шутласан çирĕме çитместпĕр.
– Мĕншĕн сахал эсир, мĕншĕн сирĕн хушăра çамрăксем çук?
– Мĕнле калас? Халь ученăй пулмашкăн айван пулмалла. Пур çын та укçа тăвасшăн, лайăх пурăнасшăн. Ученăйсене укçа-тенкĕ енчен алхастармаççĕ. Мĕн те пулин çырма тăрсассăн план параççĕ. Чĕлхеçĕсене историксемпе тата экономистсемпе танлаштарма май çук. Вĕсем таçтан-таçтан цифрăсем илсе калăпăш тултараççĕ. Чĕлхеçĕсен пĕр абзац çырма та миллион тĕслĕх пăхас пулать. Фактсем çине таянмасăр çĕнĕ япала тăваймастăн. Вăт епле йывăр!
– Çапах ăслăлăхра эсир 50 çул ытла тăрăшатăр.
– Ăслăлăхпа вĕрентĕве пĕрлештерес пулсассăн çур ĕмĕр.
– Иван Андреевич Андреев (сăн ÿкерчĕкре) эсир утмăл тултарсан çапла каланăччĕ: «Çулсене ан парăн, хальчченхи пекех, чир-чĕр те ан çулăхтăр сан çумна. Нумай пурăнса нумай ырă ĕç хăвармалла пултăр сан, юратнă çыннăмăр! Чăваш ятне паянччен çÿле çĕклесе пурăнтăн, малашне те çапла пултăрччĕ». Çакăнтан пахарах калама пĕлместĕп те. Çавнашкалах пултăр вара. Калаçушăн тав!
Олег ПРОКОПЬЕВ калаçтарнă.
Шупашкар хули.