Пур хыпар та
Чăвашлăх
28 Нарӑсӑн , 11:00

Чăваш шăрттанĕ

Чăваш апат-çимĕçĕн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕри вăл – шăрттан. Историксем пĕлтернĕ тăрăх, «шăрттан» сăмах авалхи оногурсен тапхăрĕнче (çĕнĕ эра пуçламăшĕ – çĕнĕ эрăн III ĕмĕрĕ) пулса кайнă.

Чăваш шăрттанĕ
Чăваш шăрттанĕ

Асăннă тапхăрта огур йăхĕсем (пăлхарчченхи халăхсем – чăвашсен мăн аслашшĕсем) Вăтам Азие, Казахстана кĕрсе кайнă, иран чĕлхипе калаçакансемпе хутшăнса пурăнма пуçланă. Çавăн хыççăн вĕсен пуплевĕнче авалхи иран сăмахĕсем çирĕпленсе юлнă. «Шăрттан» сăмах авалхи иран чĕлхинчи «ширдан» (сурăх хырăмлăхĕн ăшне какай е кĕрпе хурса хатĕрленĕ апат) сăмахран пулса кайнă.

Шăрттан – çаврака кăлпассие аса илтерет. Ялан куçса çÿрекен условисенче апат-çимĕçе, уйрăмах какая упрама, йывăр пулнă. Вăрах сыхлантăр тесе ĕне, сурăх какайне, ÿпки-пĕверне сурăх хырăмлăхĕн ăшне тултарнă та кăвайт çине хурса ăшаланă, типĕтнĕ.

Халĕ эпир (пирĕн асанне-кукамайсем те) ăна кăмакара пĕçеретпĕр. Шăрттана хатĕрлеме сурăх хырăмлăхĕ, мăйракаллă шултра выльăх е сурăх ашĕ, ÿпкипе чĕри кирлĕ. Какая тăваткалсем туса туратпăр (ытлашши пĕчĕк пулмалла мар), тăварпа, пăрăçпа пăтратса хырăмлăх ăшне тултаратпăр та çĕлесе хуратпăр. Тăвар витнĕ хыççăн çатма çине çĕввине аялалла туса хуратпăр, кăмакана е духовкăна (кăмака ытлашши вĕри пулмалла мар) темиçе хутчен (4-5 хут) лартатпăр. Юхса тухакан шывне тăкмалла. Лайăх типĕтнĕ шăрттан вăрах вăхăт хушши упранать. Ăна чи хаклă хăна умне лартнă.

Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас