

Хăйне евĕрлĕ те кăсăк шухăш тавра тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене пĕрлештерме пултарнă проект вĕренÿ çулĕнчи паллă пулăмсенчен пĕри пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен шăпăрлансем нумай нациллĕ республикăра пурăнакан халăхсен кулленхи пурнăçĕпе йăли-йĕркисем çинчен каласа пама пултарчĕç.
Уйрăмах чăваш халăхĕн культурине халалланă экспозицие пысăк тимлĕх уйăрнăччĕ. Конкурса хутшăнакансем кивĕ чăматана чăн-чăн музей экспонатне çавăрнă. Шалта çуртсемпе хуралтăсен, йăлана кĕнĕ тумсен тата кулленхи пурнăçра усă куракан хатĕрсен миниатюрисем вырнаçнăччĕ. Вĕсене тĕрĕслĕхе тата пĕчĕк пайсене шута илсе пурнăçлани уйрăмах тĕлĕнтерчĕ.
Наци тумне тумлантарнă пĕчĕк пуканесем иртнĕ ĕмĕрте пурăннă чăвашсен пурнăçне сăнласа параççĕ. Пĕчĕк пукансемпе сĕтелсем, краватьсем кил-çурт ăш-чиккине аса илтереççĕ. Мĕнпур япалана та чăн-чăн масштаба пăхăнса тунă. Çавăнпа та вĕсем чăн пурнăçри пек кăтартнипе тĕлĕнтереççĕ. Илемлĕ тĕрĕсемпе, эрешсемпе капăрлатнă тумсем хавхалану туйăмĕ çуратаççĕ.
Конкурс ачасене Пушкăртстан Республикинче пурăнакан халăхсен культурипе паллашма, тавракурăмне анлăлатма пулăшрĕ, халăх еткерлĕхне хисеплеме вĕрентрĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те экспонатсене хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнчĕç, ывăл-хĕрĕсемпе пĕрле ÿнер хайлавĕ калăпларĕç. Çакă та çемьери çыхăнăва çирĕплетме, шăпăрлансен пултарулăхне аталантарма май пачĕ тесе шутлатпăр.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, жюри чи лайăх ĕçсене суйласа илчĕ. Çĕнтерÿçĕсем дипломсемпе асăнмалăх парнесене илме тивĕçрĕç. Анчах конкурсăн чи пысăк çитĕнĕвĕ – ачасенче тăван тăрăхăн тата кÿршĕ регионсен историне пĕлес туртăма вăратни.
Çапла майпа «Чăматанри музей» конкурс вĕренÿ процесĕ интереслĕ, пĕлÿ тата пултарулăх енчен пуян пулнине çирĕплетсе паракан тĕслĕх пулса тăчĕ.
Анастасия СОЛОДСКАЯ, Елена ЖИГАЛОВА воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ, Рощинский ялĕ.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.