Урал сасси
+13 °С
Облачно
Чăвашлăх
16 Апреля , 07:00

Эрешсен асамлă чĕлхи

Апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи «СМАРТ» 2№ полилингваллă гимназинче Наци тумĕн кунне тата Пысăк та туслă çемье çулталăкне халалласа этно-тĕлпулу иртнĕ. Мероприятие Пушкăртстан Республикинчи тăван чĕлхе учителĕсен ассоциацийĕпе «СМАРТ» ача-пăча аталанăвĕн центрĕ» коммерци шутне кĕмен автономлă организаци йĕркеленĕ.

Эрешсен асамлă чĕлхиЭрешсен асамлă чĕлхи
Эрешсен асамлă чĕлхи

Çак кунхине «СМАРТ» 2№ полилингваллă гимназине пушкăрт, вырăс, тутар, чăваш, мари, удмурт тата мăкшă чĕлхисене вĕрентекенсем пухăннă. Вĕсем хăйсен халăхĕн культура еткерлĕхĕпе паллаштарнă.

 

Тĕлпулăвăн асра юлмалли саманчĕсенчен пĕри «Эреш чĕлхи: наци тумĕн вăрттăнлăхĕ» чуна пырса тивекен презентаци пулнă. Пухăннисене чăваш наци тумĕпе Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Павлова паллаштарнă. «ПР Вĕрентÿ ĕç отличникĕ» ята, икĕ хутчен «РФ чи лайăх вĕрентекенĕсем» премие тивĕçнĕ Людмила Николаевна чăваш тумĕнчи кашни эреш, тĕрĕри тĕс мĕне пĕлтернине, авалтан пыракан йăла-йĕркесен тарăн шухăшне уçса панă.

 

Асăннă тĕлпулу нумай нациллĕ çĕршывăн культури çав тери пуян пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Çав вăхăтрах вăл наци еткерлĕхне хисеплесен, ăна типтерлĕ упрасан çеç çынсен хушшинчи ăнланăва çирĕплетме май пуррине, пурнăçа тата та интереслĕрех те пуянрах тума пултарнине аса илтернĕ.

 

Çапла кашни педагог – тăван сăмахăн чăн-чăн управçи. Вĕрентекенсем тĕрлĕ, анчах вĕсене пĕр тĕллев пĕрлештерет: тăван сăмахăн пуянлăхне упраса çамрăк ăрăва парса хăварасси.

Эрешсен асамлă чĕлхи
Эрешсен асамлă чĕлхи
Эрешсен асамлă чĕлхи
Эрешсен асамлă чĕлхи
Эрешсен асамлă чĕлхи
Эрешсен асамлă чĕлхи
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас