Чăвашлăх
17 Апреля , 06:00

Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ

Пушкăртстан – нумай нациллĕ республика. Кунта пушкăрт, вырăс, тутар, чăваш, мари тата ытти, пурĕ 160 тĕрлĕ халăх, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ.

Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕРеспубликăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ

ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе республикăра 2020 çултанпа Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ. Ăна çулталăкне икĕ хутчен - апрель уйăхĕн виççĕмĕш эрне кунĕнче тата сентябрь уйăхĕн иккĕмĕш эрне кунĕнче - уявлаççĕ. Наци тумĕ вăл – ахаль тум çеç мар, халăх кун-çулĕ, культури, историйĕ.

 Паян Пушкăртстанра пурăнакан халăхсем, çав шутра чăвашсем те, наци кунĕн тумне анлăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ялсемпе хуласенче флешмобсем, куравсем, мастер-классем, наци тумĕсен парачĕсем, концертсем иртеççĕ.

Мероприятисем аваллăх тĕнчипе киленме, хамăр халăх историне тарăнрах пĕлме май параççĕ, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетеççĕ. Çакă çитĕнекен ăрушăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас