

Асăннă ушкăн тахçанах куракансен юратăвне çĕнсе илнĕ, вăл хулапа районăн бренчĕ пулса тăнă тесен те йăнăш пулмĕ. 2025 çулта илемçĕсем хăйсен 30 çулхи юбилейне паллă тунă. Кăçал пултарулăх ушкăнĕ ятарлă программăна хÿтĕлесе «халăх» ята пиллĕкмĕш хут çирĕплетнĕ.
Концерт программи пуçланиччен куракансем фойере йĕркеленĕ ал ĕçĕсен куравĕпе паллашма пултарнă. «Хайлавлă асамлăх» выставкăна вĕтĕ шăрçаран тунă япаласем, тĕрĕсем, чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсен мăй çиххисемпе кăкăр çине çакмалли капăрлăхсем тăратнă. Çавăн пекех хăнасем «Пултарулăх лаççи» ача-пăча пĕрлешĕвĕн пайташĕсен «Ал ĕçĕн тыткăна илекен тĕнчи» пуян куравĕпе киленнĕ.
Ансамбль репертуарĕнче ытларах атте-аннене сума сунине, аслă ăрăва хисепленине, тăван çĕр-аннемĕре юратнине, йăла-йĕркесене упранине уçса паракан юрăсем пулнине палăртса хăвармалла. Отчетлă концертра ăруран ăрăва типтерлĕн куçса пыракан юрăсем шăраннă. Шăпах вĕсем куракансене аваллăха илсе çитернĕ, чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхĕпе паллашма май панă. Илемçĕсем сцена çинчен хăна, лирика, салтак юррисем тата кулăшла такмаксем юрланă. «Утăра» чăваш йăлине кăтартса пани хăнасене хăй вăхăтĕнче ĕçчен чăваш халăхĕ ялĕпе утă çулма тухнине, халăх юрри ĕç вăхăтĕнче пулăшнине, пĕтĕмĕшле ĕç савăнăç самантне çаврăннине аса илтернĕ. Уйрăмах залра ларакансен асĕнче шÿтлĕ такмаксемпе ура хуçса ташламалли юрăсем тăрса юлĕç. Мĕншĕн тесен вĕсене чăваш кĕввисем, ансамбль купăсçисем хастар та ăста выляни чун хĕлĕхĕсене пырса тивнĕ.
Артистсен çи-пуçĕ, сцена çинче хăйсене ирĕклĕ те çÿллĕ шайра тытни, çепĕç сассисем куракансене тыткăна илнине те палăртмалла. Отчетлă концертра «Илем» ансамбль хастарĕсем сцена çине çĕнĕ тумпа тухни куç кĕрет. Илемлĕ те эрешлĕ тумсене çĕлеттерме Пелепей район администрацийĕ пулăшнă. Çак пархатарлă ĕçшĕн чăваш халăх фольклор ушкăнĕ тÿресене тав тăвать.
Илемçĕсене паллă пулăмпа саламлама Пелепей хулинчи 30№ Аленушка ача сачĕн «Аленушка» шăпăрлансен ушкăнĕ (ертÿçисем – Алена Яковлева тата Анастасия Слесаренко), 1№ Айгуль ача пахчин воспитанникĕ Кира Бубнова, 1№ шкулта вĕренекен Софья Борцова, Слакпуçĕнчи Алена Андреевапа Алена Алексеева, Регина Карпова юрăçсем, Приютово поселокĕнчи «Калинка» тĕслĕхлĕ ташă ансамблĕ (ертÿçи – Анна Устинова) килсе çитнĕ. Пухăннă халăх вĕсене те тарават кĕтсе илнĕ.
Уявăн сумлă хăнисен шутĕнче Пелепей район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Регина Хабутдинова, Пелепей районĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Яковлев, Пушкăртстанри «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн Пелепейри уйрăмĕн ертÿçи Луиза Федорова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов пулнă. Вĕсем «Илем» ансамбль хастарĕсене саламланă май, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысланă, чăваш халăхĕн культура еткерне упраса хăварса аталантарма пултарнăшăн тав тунă.
Çапла концерт каçĕ асра юлмалли пулăма çаврăннă. Вăл пурне те савăк кăмăл парнеленĕ, чăваш фольклорĕн пуянлăхĕпе тата илемĕпе паллаштарнă.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Пелепей хули.