Урал сасси
+13 °С
Облачно
Чăвашлăх
3 Июня , 05:00

Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв

Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн, Пушкăртстанри Пысăк та туслă çемье çулталăкĕсене тата вĕренÿ çулĕ вĕçленнине халалласа Акатуй наци уявĕ иртрĕ.

Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уявАкатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв

Уяв пурте пĕрле колоннăпа утнинчен пуçланчĕ. Кашни класс хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, вĕренÿри, спортри тата пултарулăхри çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Ку хаваслă çеç мар, усăллă самант та пулчĕ. Пурте гимназистсем епле майпа çĕнтерÿçĕсем пулса тăни, конкурссене хутшăнни, хăйсен паянхи саманапа килĕшсе тăракан шухăшĕсене пурнăçа кĕртни пирки пĕлчĕç.

Ун хыççăн «Алран кайми аки-сухи» чăвашсен халăх гимнĕпе тĕрлĕ шайри ăмăрту çĕнтерÿçисем Акатуй ялавне çĕклерĕç. Акатуя уçнă вăхăтра 3-мĕш класра вĕренекен Илья Евдокимовпа Арина Печенова ятлаçма кирлĕ марри, туслă та килĕшÿллĕ пурăнни çинчен «Икĕ пĕчĕк сар автан» юрра шăрантарса пултарулăхĕсемпе савăнтарчĕç.

Уяв чăваш литература классикĕн Константин Ивановăн çуралнă кунĕ умĕн тата чăваш халăх поэчĕн Яков Ухсайăн юбилейлă çулĕнче иртрĕ. Çак пулăмсене шута илсе 8 класс вĕренекенĕ Ангелина Сухарева Яков Ухсайăн «Кашлатăр Иванов вăрманĕ» сăввине илемлĕ каласа пачĕ, Аделина Гаряевапа Анна Шевелева «Уйăхпа хĕвел» ытарлă юррипе тыткăнларĕç. Вĕсен сăмахĕсем куракансен чĕрисенче манăçми йĕр хăварчĕç.

Унтан вĕренекенсем уçланкăсене çул тытрĕç, унта кашниех тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсенче хăйсен вăйĕсене тĕрĕслесе пăхма пултарчĕç. Наци вăййисен уçланки пурне те тăван халăхăн йăли-йĕркипе культури çинчен ытларах пĕлме май пачĕ, спорт уçланкинче вара çĕнтерÿшĕн чăн-чăн кĕрешÿ пуçланчĕ. Юрă уçланки кĕвĕсемпе, илемлĕ сасăсемпе тулчĕ. Сăвă уçланкинче тăватă чĕлхепе чĕрене тивекен хайлавсем янăрарĕç. Эрудитсен уçланки вара пĕлĕве юратакансемшĕн чăн-чăн тĕрĕслев пулса тăчĕ, унта кашниех хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ. Уйрăмах таврапĕлÿ тата «Пушкăртстан» уçланкăсем илĕртрĕç, унта вĕренекенсем хамăрăн пĕчĕк тăван çĕршывăн пуянлăхĕпе илемĕ çинчен пĕлчĕç.

Мероприятие Анна Шевелевапа Николай Лукьяненко гимназистсем ертсе пычĕç. Акатуя пĕтĕмлетнĕ хыççăн пур класс та гимнази администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕ.
Акатуй вăл уяв çеç мар, хамăр пĕрле, пĕр гимназире пулнипе, çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли май. Вăл пĕрлĕхпе мăнаçлăх уявĕ пулса тăчĕ. Çак уява хутшăнса мероприятие манăçми тунисене пурне те тав.

Полина КИРИЛОВА, Пелепей хулинчи чăваш гимнази директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Акатуй – çитĕнÿсемпе мăнаçланмалли уяв
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас