

Пĕр куна çак вырăн халăх пултарулăхĕпе йăли-йĕркине упракан центра çаврăнчĕ. Ир-ирех паркра хăйне майлă лару-тăру хуçаланчĕ: сцена умĕнче хăнасене регистрацилесси пычĕ, парк тăрăх илемлĕ эрешсемлĕ чăваш тумĕсем тăхăннă хăнасем утса çÿрерĕç. Пĕрисем пушă вăхăтпа усă курса репетици ирттерчĕç, теприсем паллаканĕсене тĕл пулнишĕн савăнса асăнмалăх сăн ÿкрĕç. Фестивале хутшăнакансем хушшинче çамрăксем те пулчĕç. Çакă уйрăмах кăмăла çĕклерĕ.
Мероприяти пысăк вăйă картинчен пуçланчĕ. Пурне те вăйă картине пуçтариччен Пишпÿлек тăрăхĕнчен килнĕ ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Ирина Игнатьева пĕчĕк çеç репетици ирттерчĕ. Ирина Васильевна шухă кĕвĕ çеммипе тĕрлĕ хусканусем туса кăтартрĕ те темиçе минут хушшинче çĕр ытла çын алла-аллăн тытăнса пĕр ташăра çаврăнма пуçларĕç. Ку чăннипех те тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене пĕрлештерекен питĕ пысăк та илемлĕ курав пулчĕ. Парка килнĕ çынсем те вĕсем çине ытарайми пăхса тăчĕç. Пĕр çаврăм ташланă хыççăн мероприятие ертсе пыракансем пурне те сцена çывăхнерех пуçтарăнма чĕнчĕç, часах фестивале официаллă майпа уçасси пирки пĕлтерчĕç.
Уява килнисене саламлама патшалăх тытăмĕсен тата обществăлла пĕрлĕхсен представителĕсем пуçтарăнчĕç. ПР Культура министерствинчен Д.Д. Мамлеева, Пушкăртстан Республикинчи Халăхсен ассамблейинчен Г.Г. Мирхайдарова, ПР Халăхсен туслăх çуртĕнчен А.Н. Агишева, «Здравница Гордеева М.В.» РОО ятĕнчен Г.Г. Яхина, Ĕпхÿ хулинчи обществăлла палатăран О.Л. Одинокова, Пушкăртстан Республикинчи Художниксен пĕрлĕхĕнчен А.В. Яковлев сăмах каларĕç. Çавăн пекех наципе культура центрĕсен ертÿçисем В.В. Викторов, В.Ф. Иванов, К.М. Сатторов, С.Х. Шанглиев, М.Т. Султанмагомедов, Ю.П. Михайлов, Н.И. Иванов пухăннисене саламларĕç.
Кăçалхи фестивале Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă. Вăл Раççейре пурăнакан халăхсен культура тата гражданла пĕрлĕхне туллин çирĕплетрĕ. Мероприятие йĕркелесе ирттерекенсем ПР Чăваш культура обществи, «Дуслык» тĕрĕк халăхĕсен этнокультура центрĕ вĕрентÿ учрежденийĕ, Ĕпхÿ хулинчи чăвашсен наципе культра автономийĕ пулчĕç.
Мероприяти çичĕ сехете тăсăлчĕ. Унта Пушкăртстан Республикинчи хуласемпе районсенчи 15 пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Çав шутра – Кумертау, Çтерлĕ хулисем, Пелепей, Федоровка, Çтерлĕпуç, Çтерлĕ, Давлекан, Авăркас, Кармаскалă, Ĕпхÿ, Пишпÿлек, Туймазă, Шаран, Иглин, Ишимбай районĕсем. Фестивале Самара хулинчен килсе çитнĕ «Самар Ен» ансамбль (ертÿçи – Л.В. Максимова) хастар хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне «Саламăн» сакăр номинацийĕнче тĕрĕслерĕç. Пурĕ 11 тĕрлĕ наци представителĕнчен 49 заявка шута илнĕ. Программăпа килĕшÿллĕн вĕсем тĕрĕк халăхĕсен ташши-юррисене кăтартса пачĕç.
Мероприятие хутшăнакансен географийĕ анлă пулнине палăртмалла. Вăл пĕтĕм республикăна – Кумертау хулинчен пуçласа Шаран районне тата Пишпÿлек районĕнчен пуçласа Иглин районне çити – ярса илнĕ. Йĕркелÿ комитечĕн шучĕпе, мероприятие Ĕпхÿ хулинче ирттерни географи тата чыс-сумĕ тĕлĕшĕнчен те питĕ вырăнлă.
Кăçалхи фестивалĕн тĕп уйрăмлăхĕсенчен пĕри – конкурс программине çамрăксен ушкăнĕсем хутшăнни. Куракансем Ĕпхÿ районĕнчи «Антре» ташă ушкăнĕн, Пелепей районне кĕрекен Приютово поселокĕнчи 2№ ача-пăча ÿнер шкулĕнче вĕренкенсен дуэчĕн (баян-сĕрме купăс), Шаран районĕнчи ача-пăча ÿнер шкулĕнче вĕренекен сĕрме купăсçăсен ансамблĕн, И.Самони ячĕллĕ таджик наци культурин центрĕнчи Анора Султанован, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка шкулĕн «Илемпи» вокал ушкăнĕн пултарулăх номерĕсене хапăл туса йышăнчĕç.
Фестивалĕн чи çамрăк артисчĕ – вун тăватă çулхи Михаил Ефимов. Самара хулинчен килсе çитнĕ Владимир Артемьев 86 çулта. Владимир Семенович «Пĕччен чăваш ташши ташласси» номинацире I вырăн йышăнчĕ.
«Салам – 2026» фестивале хутшăнакансен пултарулăхне сумлă жюри членĕсем (Светлана Матвеева, Галина Кириллова, Ирина Игнатьева ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем тата ыттисем хак пачĕç).
Халĕ сире конкурс çĕнтерÿçисемпе паллаштарăпăр.
«Чăваш халăх юррине ушкăнпа шăрантарасси»
I вырăн – «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕ, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри культура çурчĕ (И.В. Игнатьева).
II вырăн – «Çеçпĕл» чăваш ансамблĕ, Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕнчи культура çурчĕ (И.П. Петрова).
III вырăн – «Самар Ен» чăваш халăх юрăпа ташă ансамблĕ, Самара хулинчи «Заря» культура керменĕ (Л.В. Максимова).
«Чăваш эстрада юррине ушкăнпа шăрантарасси»
I вырăн – «Çеçпĕл» чăваш ансамблĕ, Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕнчи культура çурчĕ (И.П. Петрова).
II вырăн – Олимпиада Лиходеевапа Елена Луценкăн дуэчĕ, Самара хулинчи «Заря» культура керменĕ (Л.В. Максимова).
III вырăн – «Тăван кĕвĕсем» чăваш халăх ансамблĕ, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри культура çурчĕ (И.В. Игнатьева).
«Чăваш халăх юррине пĕччен шăрантарасси»
I вырăн – Надежда Романова, Самара хулинчи «Заря» культура керменĕ (Л.В. Максимова).
II вырăн – Борис Волков, Туймазă хулинчи «Родина» культура керменĕ.
III вырăн – Надежда Яковлева, Çтерлĕ хулинчи культура керменĕ.
«Чăваш эстрада юррине пĕччен шăрантарасси»
I вырăн – Людмила Иванова, Ĕпхÿ районĕнчи Булгаковăри культра çурчĕ.
II вырăн – Любовь Максимова, Самара хулинчи «Заря» культура керменĕ;
III вырăн – Нина Базарова, Ишимбайри наци культурисен центрĕ.
«Чăваш ташшине ушкăнпа ташласси»
I вырăн – «Антре» ташă ушкăнĕ, Ĕпхÿ районĕнчи Булгаковăри культра çурчĕ (ертÿçи – Э.Р. Нестерова).
II вырăн – «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕ, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри культура çурчĕ (И.В. Игнатьева).
III вырăн – Елена Луценкăпа Любовь Максимован дуэчĕ, Самара хулинчи «Заря» культура керменĕ (Л.В. Максимова).
«Чăваш ташшине пĕччен ташласси»
I вырăн – Владимир Артемьев, Самара хулинчи «Заря» культура керменĕ (Л.В. Максимова).
II вырăн – Ирина Игнатьева, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри культура çурчĕ.
III вырăн – Элисса Сахабутдинова, Ĕпхÿ районĕнчи Булгаковăри культура çурчĕ (Э.Р. Нестерова).
«Кĕвĕ инструменчĕпе пĕччен каласси»
I вырăн – Раиль Едиханов, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри культура çурчĕ.
II вырăн – Иван Гарбут, Самара хулинчи «Заря» культура керменĕ.
II вырăн – Елена Султанова, Шаран районĕнчи ача-пăча ÿнер шкулĕ.
«Кĕвĕ инструменчĕсемпе ансамбльпе каласси»
I вырăн – Михаил Ефимовпа Юлия Тимофееван дуэчĕ, Пелепей районĕ, Приютовăри 2 № ача-пăча ÿнер шкулĕ, (Р.М. Димеева).
II вырăн – «Лира» кĕслеçĕсен ансамблĕ, Шаран районĕнчи ача-пăча ÿнер шкулĕ (Е.А. Султанова).
«Раççей халăхĕсен юррисене шăрантарасси»
I вырăн – Анора Султанова, Пушкăртстан Республикинчи Самони ячĕллĕ таджик наци культурин центрĕ.
II вырăн – «Тивлет» чăваш фольклор ансамблĕ, Авăркас районĕ, Юламанти культура çурчĕ (А.А. Федорова).
«Раççей халăхĕсен ташшине ташласси»
I вырăн – Элисса Сахабутдинова, Ĕпхÿ районĕнчи Булгаковăри культра çурчĕ (Э.Р. Нестерова).
II вырăн – Кира Ирха тата Крестина Васильева, Ĕпхÿ районĕнчи Булгаковăри культура çурчĕ (Э.Р. Нестерова).
Йĕркелÿ комитечĕ «Салам» фестивале йĕркелесе ирттерес, чăваш культурине упраса хăварас тата аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă Надежда Яковлевана, Татьяна Петрована, Полина Демченкăна, Владимир Иванова, Михаил Гордеева, Андрей Соловьева, Николай Исаева, Владимир Магилата, Светлана Матвеевана, Елена Иванована, Галина Кириллована, Анастасия Николаевана, Анна Яковлевана, Нина Кобцевана, Рафиля Зинурована, Николай Михайлова чунтан тав тăвать. Асăннă юлташсене пурне те Тав çырăвĕсемпе чыслĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура
обществин председателĕ.