Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Чăвашлăх
7 Июнӗн , 06:00

Йăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕ

Уяв – çамрăксен вăйă картипе тата тĕрлĕ вăйă-кулăпа çыхăннă çурхи-çуллахи ярăмри йăлана кĕнĕ чăваш праçникĕ. Унăн пуçламăшĕ çурхи уй-хир ĕçĕсен вĕçĕпе тÿр килет, вĕçĕ вара çуллахи ĕççи вăхăчĕпе – çĕртме ĕçĕсем, утă хатĕрлесси, вырма. Уяв никĕсĕнче истори йăли-йĕркисене тĕпе хурса пĕр-пĕринпе хутшăнасси, çынсене пĕр тĕвве пухасси, çут çанталăк вăйăсенчен пуян тухăç тата çумăр ыйтасси пĕлтерĕшлĕ.

Йăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕЙăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕ
Йăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕ

Чăваш халăхĕн йăла-йĕрке праçникĕ вăхăтĕнче çынсем кашни кун, иртен пуçласа каçчен, картана тăрса илемлĕ юрăсем юрланă. Каçсерен йывăçсем айĕнче кăвайтсем çунтарнă, вут-çулăм тавра темиçе çаврăм çаврăннă, хаваслă ăмăртусем йĕркеленĕ. Халап тăрăх, каччăсемпе хĕрсем хăйсен савнийĕсене, пулас мăшăрĕсене тупнă. Çутăпа, ăшăпа тулнă тата çут çанталăкпа тачă çыхăнса тăракан авалхи йăла халĕ те сыхланса юлнă.

Май уйăхĕн 23-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче иртнĕ савăнăçлă та шавлă уяв хăй тавра чылай çын пухнă. Мероприяти тĕрлĕ халăх çыннисем вăйă-юрă картине тăнипе тата ялăн чи ватă çынни Николай Кузьмин пил сăмахĕсем каланипе пуçланнă.

Уяв хаклă хăнасемсĕр иртмест паллах. Ку хутĕнче сумлă хăнасен шутĕнче Кармаскалă район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Виктория Мухамадеева, Чăваш наци конгресĕн Пушкăртстан Республикинчи полномочиллĕ представителĕ Василий Федоров, Çтерлĕ хулинчи ЧНКА председателĕн çумĕ Людмила Маркина, ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, çавăн пекех уйрăм усламçă, хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Егор Иванов пулнă.

Мероприятие пухăннисене Çтерлĕ хулинчи, Авăркаспа Çтерлĕ тата Кармаскалă тăрăхĕсенчи фольклор ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарнă. Сцена çине Çтерлĕ хулинчи «Эреш» фольклорпа театр студийĕ, «Телей», «Шăпчăксем», «Ăрăскал», «Чун уççи», «Родник», «Пилеш» чăваш тата «Вастома» мордва халăх фольклорпа этнографи ансамблĕсем, Кармаскалă районĕнчи культура ĕçченĕсем тухса хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

Унсăр пуçне уяв хăнисем валли халăх пултарулăхĕн куравĕсем те ĕçленĕ. Кунта кашнийĕ пултаруллă ăстасен ал ĕçĕсемпе киленме, мастер класа хутшăнма пултарнă. Светлана Матвеевапа Галина Михайлова, Елена Степановапа Раиса Кириллова, Любовь Ивановапа Олеся Воронцова ал ĕç ăстисем хăйсен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.

Çапла Тинĕскÿлте иртнĕ чаплă праçник авалхи йăла-йĕркесем чĕрĕ, вĕсем çынсене пĕрлештернине, савăнăç парнеленине, çынпа çĕр, çут çанталăк тата халăх историйĕ тачă çыхăнура пулнине тепĕр хут çирĕплетсе панă.

Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

Йăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕ
Йăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕ
Йăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕ
Йăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕ
Йăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕ
Йăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕ
Йăла-йĕркесенче халăх пурнăçĕ, культури, шухăшлавĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас