Урал сасси
+21 °С
Ясно
Чăвашлăх
11 Августа , 04:00

«Нарсписем» чăваш культурин вучахне упраççĕ

Кашни халăхăн чи хаклă наци пурлăхĕ, кашни çын юратакан хаклăран та хаклă, чаплăран та чаплă, пахаран та паха кĕнеки пур. Пирĕн халăхăн çавăн пек кĕнекисенчен пĕри – «Нарспи». Ăна вилĕмсĕр те мухтавлă поэтăмăр Константин Иванов çырнă.

«Нарсписем» чăваш культурин вучахне упраççĕ«Нарсписем» чăваш культурин вучахне упраççĕ
«Нарсписем» чăваш культурин вучахне упраççĕ

Нарспи чăн чăваш хĕрарăмĕн сăнарне кăтартать. Силпире вăл хăйĕн чиперлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурин чĕрине те тыткăнланă. Нарспи черченкĕ те ачаш, çав вăхăтрах вăл çирĕп, хăюллă туйăнать. Шăпах çак сăнар паянхи кунччен калаçтарать, тавлашусем çуратать… Пĕр сăмахпа каласан ăна тĕрлĕрен хаклаççĕ. Кирек мĕнле пулсан та Нарспие халалласа пултарулăх ушкăнĕсене унăн ятне параççĕ. Паянхи кун Раççейре пике ячĕпе темиçе ансамбль тухăçлă ĕçлет.

Шупашкар хулинчи «Нарспи» чăваш халăх юрă ансамблĕ 1968 çулта йĕркеленнĕ. Ăна пуçарса яраканĕ тата пĕрремĕш ертÿçи – РФ культурăн тава тивĕçлĕ, ЧР ÿнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Захар Григорьев (балетмейстер, хореограф Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ). 1972 çулта «Нарспи» «халăх» ята тивĕçнĕ. 2017 çулччен вăл икĕ ушкăнран тăнă: хор тата ташă. 2018 çултанпа ансамбль йышĕнче хор ушкăнĕ çеç. 2005 çулта сцена çине çĕнĕ йыш тухнă. Ăна ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Иосиф Александров ертсе пырать, аккомпаниаторĕ – Николай Пыркин. Ансамбль репертуарне чăваш тата вырăс композиторĕсен, халăх юррисем кĕнĕ. Ушкăн Самарăпа Саратов, Ĕпхÿпе Тюмень, Чулхулапа Ульяновск, Йошкар-Олапа Мускав хулисенче пурăнакан чăвашсене хăйсен юррисемпе савăнтарнă.

Эрĕнпур облаçĕнчи, Грачевка районĕнчи Верхне-Игнашкино ялĕнчи «Нарспи» фольклор ушкăнĕ 1978 çулта хăйĕн ĕç-хĕлне пуçарса янă. Шăпах çавăн чухне халăх юррисене сыхласа хăварас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçе тума пикеннĕ. Мĕншĕн тесен сăмах вĕççĕн куçакан халăх юррисен сăмахĕсем манăçа туха пуçланă. Ун чухне пултарулăх ушкăнне Александр Максимов ертсе пынă, паянхи кун çак тивĕçе Ирина Клочкова пурнăçлать. «Нарспи» репертуарĕнче – ялти авалхи тата йăла-йĕрке юррисем. Жанрĕпе илес пулсан утçи, лирика, вăйă, рекрут, туй, хăна тата шÿтлĕ юрăсем пур. Илемлĕ те вăйлă саслă артистсенчен тăракан фольклор ушкăнĕ Раççейĕн тĕрлĕ хулисенчи уявсемпе конкурссене хутшăннă, парнеллĕ вырăнсем çĕнсе илнĕ, халăх юррисемпе куракансене тыткăнланă.

2026 çул Ĕпхÿ хулинчи «Нарспи» фольклорпа этнографи халăх ансамблĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çул. Кăçал ушкăн йĕркеленнĕренпе 40 çул çитет. «Нарспи» ансамбль 1986 çулхи ноябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Ăна пуçарса яраканĕсем – чăвашлăх вучахне тытса пыракансем, общество пурнăçĕн хастарĕсем Алексей Кондратьев, Иван Тарасов, Игорь Петров, Василий Никитин, Ирина Сухарева, Серафима Туктагулова-Егорова. Пултарулăх ушкăнне тĕрлĕ ÿсĕмрисем çÿреççĕ. Вĕсене чăваш ташши-юрри пĕр тĕвве пухнă. Паянхи кун фольклорпа этнографи халăх ансамбльне ЧР тата ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Кириллова ертсе пырать, баянпа калаканĕ – Айрат Бариев концертмейстер.
Нарсписем Мускаври, Шупашкарти, Санкт-Петербургри, Новосибирскри, Самарăри, Эрĕнпурти, Тутарстанри, Пензăри йăхташăмăрсене чун апачăпе «сăйланă». «Нарспи» ушкăн çултан-çул вăй илсе, аталанса пырать, чăваш культурине çÿлти шая çĕклет. Унсăр пуçне вăл тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене хастар хутшăнать, парнеллĕ вырăнсем йышăнать. Ушкăн малалла та республикăри чăваш культурин вучахне сÿнме памасса, чăваш ятне-чысне çÿлтен-çÿле çĕклессе шанатпăр.

Тутарстан Республикинчи Елабуга районĕнчи «Нарспи» чăваш фольклор ансамблĕ çулĕпе самай çамрăк, вăл 20 çулта. Коллектив йышĕнче – 14 çын. Ансамблĕн илемлĕх ертÿçи – Людмила Исакова, купăсçи – Николай, баянпа калаканĕ – Эмиль Хузиахметов. Ушкăн пайташĕсем вокал техникине лайăх пӗлнисӗр пуçне пĕр-пĕринпе, ытти пултарулăх ансамблĕсемпе килӗштерсе ӗçлеççĕ, репертуара пӗлсе суйласа илеççĕ. Сцена çине тухмалли тумсен хăш-пĕр пайĕсене хăйсен аллисемпе çĕлеççĕ. «Нарспи» чăваш фольклор ансамблĕсĕр муниципалитетри пĕр мероприяти те иртмест. Унсăр пуçне нарсписем «Уяв», «Учук» фестивальсене тăтăшах хутшăнаççĕ.

Самара облаçĕнчи Большечерниговский районĕнчи Восточный поселокĕнчи «Нарспи» чăваш халăх ансамбльне хăй вăхăтĕнче вырăнти культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçленĕ Марина Сапожникова 2008 çулта йĕркеленĕ. Çакăнтанпа ушкăн пайташĕсем халăх йăли-йĕркисене, культурине упрассишĕн тăрăшаççĕ. Унăн йышĕнче илемлĕ пикесемпе хĕрарăмсем, ырă кăмăллă та яваплă аннесемпе асанне-кукамайсем. Кашнийĕ юрă-ташă енчен кăна мар, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă пулнине палăртса хăварма кăмăллă. Валентина Сидукова ал ĕçне тума юратать, Ольга Николаева чăваш апатне пĕçермелли рецептсене нумай пĕлет, Раиса Юртаева чăваш сăрине вĕретме ăста… «Нарспи» чăваш халăх ансамблĕ конкурссемпе фестивальсен пĕрре мар лауреачĕ пулса тăнă.

Асăннă тата шута илмен «Нарспи» ушкăнĕсен ячĕ кăна мар, тĕллевĕ те пĕр пулни савăнтарать: вĕсем вырăнти чăвашсен культура вучахне сÿнме памаçсĕ, халăх юррисене шăрантарса тепĕр хут вăй илсе пыма пулăшаççĕ.

«Нарсписем» чăваш культурин вучахне упраççĕ
«Нарсписем» чăваш культурин вучахне упраççĕ
«Нарсписем» чăваш культурин вучахне упраççĕ
«Нарсписем» чăваш культурин вучахне упраççĕ
«Нарсписем» чăваш культурин вучахне упраççĕ
«Нарсписем» чăваш культурин вучахне упраççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас