Урал сасси
+18 °С
Облачно
Чăвашлăх
24 Августа , 04:00

Асатте – интереслĕ çын

Çынпа истори тачă çыхăнура тăраççĕ. Мĕншĕн тесен çын çĕршывра пулса иртекен пулăмсенчен уйрăм тăма пултараймасть. Çаплах вăл хăйĕнпе юнашар пурăнакансемпе те тачă çыхăннă.

Асатте – интереслĕ çынАсатте – интереслĕ çын
Асатте – интереслĕ çын

Хăш-пĕр çынсем, уйрăмах тĕнче, çĕршыв тата хăй пурăнакан таврари историпе кăсăкланаççĕ, çĕр çинче пулса иртнĕ е хальхи вăхăтри ĕçсемпе интересленеççĕ. Вĕсем тĕнче е çĕршыв историйĕ çинчен нумай интереслĕ çĕнĕлĕхсем каласа пама пултараççĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕри вăл – манăн асатте. Ăна Иван Васильевич Ефимов тесе чĕнеççĕ. Вăл 1947 çулта Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç ялĕнче çуралнă, халĕ те унтах пурăнать.


Асатте – анлă тавракурăмлă çын. Хăй каланă тăрăх, ача чухнех тĕнче историйĕпе, çĕршывра пулса иртнĕ ĕçсемпе кăсăкланнă. Шкула та улттăрах кайнă. Хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе ăмăртса вĕреннĕ. Шкул хыççăн Çтерлĕри строительство техникумне вĕренме кĕнĕ, унта тĕрлĕ кружок-секцисене çÿреме кăмăлланă. Совет Çарĕн ретĕнче тăнă чухне те вăхăта перекетлес тесе каçхи сменăна вĕренме çÿренĕ. Салтакран таврăнсан халăхсем мĕнле пурăннине пĕлес тесе çĕршыв тăрăх нумай курса çÿренĕ. Каярах пĕлĕвне анлăлатас шутпа Çтерлĕри педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван шкулта вĕрентекен пулса ĕçлеме пуçланă. Шкулта ĕçленĕ çулсенче агитатор пулса ферма ĕçченĕсем патне тĕнчери лару-тăрупа паллаштарма çÿренĕ.


Историпе интересленекенскер 1988 çулта тата ытларах пĕлес, тавракурăмне пуянлатас тĕллевпе Çтерлĕри педагогика институчĕн истори факультетне вĕренме кĕрет. Шкулта истори, обществознани предмечĕсене вĕрентме пуçлать. Вĕренÿ çуртĕнчи таврапĕлÿ музейне йĕркелесе янă, ăна ертсе пынă Исаак Иванович Никитинăн (ват кукаçейĕн) ĕçне малалла аталантарать, 2004 çултан музей ертÿçи пулать, 2009 çулта музей «Пушкăртстан Республикинчи чи лайăх музей» сертификата тивĕçет. Аслă категориллĕ вĕрентекен ачасен вĕрентÿ туртăмне аталантарас шутпа класс тулашĕнчи тĕрлĕрен мероприяти ирттерет: «Мĕн? Ăçта? Хăçан?», «Тĕлĕнтермĕш уйĕ» («Поле чудес»), «Кăлтăрмач шоу», «Çулталăк рыцарĕ» тата ытти те.
Кашни çулах вĕренекенсене тăван тавралăхпа паллаштарса экскурсисем, походсем йĕркелет: Йĕкĕр ту, Шульган-Таш (Капова), Победа, Салават, Султанмурат, Дующая (Нугуш водохранилище патĕнче), Хазинская, Пишкайăн çĕр хăвăлĕсене, Кук-Караук шыв сикки, Никанор шăтăкĕ, Мăклă кÿл. Авалхи сармат халăхĕ пурăннă вырăнсемпе вĕсенчен юлнă тимĕр шăратакан кăмакасене, вĕсен тĕмескисене курма кайнă экскурсисем те ачасемшĕн питĕ те интереслĕ пулнă.


Музейри материалсемпе усă курса 2012 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуç хунисен, вăрçăран çĕнтерÿпе таврăннисен, Меселпуç тата ун тăрăхĕнчи ялсен историне тĕпчесе колхоз йĕркелени, шкулсен историйĕсем çинчен кĕнеке хатĕрлесе кун çути кăтартать. Унсăр пуçне ял çыннисен пурнăçне, ĕç-хĕлне, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче репрессие лекнĕ çынсен шăписене тĕпчесе уйрăм кĕнеке кăларать.


Манăн асатте чăннипех те питĕ интереслĕ çын. Халь вăл тивĕçлĕ канура. Апла пулсан та тĕнчере пулса иртекен ĕçсемпе интересленет, ялпа район, республикăри чăвашсен пурнăçне хастар хутшăнать.


Алексей ЕФИМОВ, Меселпуç шкулĕн 8 класс вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас