Урал сасси
+4 °С
Облачно
Чăвашлăх
21 Октября , 04:00

Акнă вăрлăх сая кайманни савăнтарать

Республика кунĕ умĕн Çтерлĕ хулинчи 11№ шкулта чăн-чăн пĕрлĕх уявĕ – 1-6 классене пĕрлештернĕ «Халăхсен туслăхĕн фестивалĕ» – иртрĕ. Пирĕн шкул сцени культурăсен калаçăвĕн уçлăхне çаврăнчĕ: кунта пушкăрт, вырăс, тутар тата чăваш чĕлхисем янăрарĕç.

Добавить в предпочтительные источники Google
Акнă вăрлăх сая кайманни савăнтаратьАкнă вăрлăх сая кайманни савăнтарать
Акнă вăрлăх сая кайманни савăнтарать

Пушкăртстан историйĕ илемлĕ театр постановкисенче, халăх ташшисенче тата юрăсенче чĕрĕлсе пычĕ. Уйрăм тимлĕх пĕрремĕш классене уйăрчĕç. Ачасем сцена çине пĕрремĕш хут тухрĕç. Зал тăвăллăн алă çупма пуçласассăн хумхану туйăмĕ мăнаçлăхпа улшăнчĕ. Пĕчĕкскерсем Петр Хусанкайăн сăввисене вырăс тата чăваш чĕлхисемпе уйрăмах пысăк хавхаланупа шăрантарчĕç. Ку вĕсемшĕн килĕшÿпе туслăхăн тата пултарулăхăн пысăк тĕнчине тунă пĕрремĕш утăм пулчĕ. Куншăн «Туссем» театр студийĕн ертÿçине Людмила Растригинăна (Григорьева) пысăк тав.

Лидия Григорьевна ачасене актер ăсталăхне вĕрентнисĕр пуçне уроксенче тата урок тулашĕнчи хăнăхусенче тăван чĕлхепе культурăна юратма, хисеплеме хăнăхтарать. Залра ларакан ашшĕ-амăшĕсем савăнсах кайрĕç. Ара, вĕсенчен кашниех хăй ачине чи кирлине хывать-çке: çемьене, хăйĕн тымарĕсене, тăван тăрăха тата хамăр Тăван çĕршыва юратнине. Пирĕн республикăри халăхсен нумай енлĕхĕнче яланах тăнăçлăхпа килĕшÿ юрри-кĕвви янăратăр.
Çакна та каласа хăвармалла. Мероприятие хутшăннă пĕрремĕш класс ачисем шкулти сцена çине тухиччен маларах ача сачĕсем хушшинче иртекен «Ачалăх тĕнчи» фестивале хутшăннă. Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ йĕркелекен фестиваль пысăк шайра иртет. Унта хулари чылай ача сачĕ хутшăнать. Акнă вăрлăх сая кайманни, пĕчĕк шăпăрлансен чунĕнче ашшĕ-амăшĕсен тăван чĕлхи енне уçăлнă кăмăлĕсем чăннипех те савăнтараççĕ.

Тепĕр саманта та асăнса хăвармалла. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем çак уяв умĕн кĕске вăхăт хушшинче хăйсен ачисене чăваш наци тумĕпе тивĕçтерчĕç. Уншăн вĕсене тавах.

Çтерлĕ хулинчи ЧНКАн пресс-служби.

Акнă вăрлăх сая кайманни савăнтарать
Акнă вăрлăх сая кайманни савăнтарать
Акнă вăрлăх сая кайманни савăнтарать
Автор:Надежда Родионова