Пур хыпар та
Чăвашлăхшăн
17 Сентябрӗн 2018, 14:56

Педагог-меценат тата çемье ăшшин хÿтти

Çичĕ-сакăр çул каялла çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче çак ялта мана килĕрен киле çÿреме те тÿр килнĕччĕ. Халăхра ăна Антунски теççĕ пулсан çырура Антоновка ятпа çÿрет. Вăл Кармаскалă районне кĕрет. Пирĕн герой шăпах çак ялта çуралса ÿснĕ, Тинĕскÿлĕнчи шкулта пĕлÿ илнĕ. Сăмах кунта Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ, Чăваш халăх академикĕ Вера Тарасова пирки пырать.

Пĕчĕк Вера нумай ачаллă çемьере иккĕмĕш ача пулса çуралнă. Вĕсем пĕртăвансем çемьере пиллĕкĕн: 3 хĕр те 2 арçын ача. Ашшĕ-амашĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн вăй-халне те, вăхăтне те хĕрхенмен. Ачисем Тăван çĕршывшăн усăллă та тивĕçлĕ çынсем пулса çитĕнччĕр тесе ырми-канми тăрăшнă. Çемье пуçлăхĕ Михаил Иванович колхозра паллă рационализатор, тракторист тата комбайнер пулнă. Унăн ĕçне патшалăх тивĕçлипе хакланă - «ПАССР тава тивĕçлĕ механизатор» ята панă. Амăшĕ, Надежда Талиповна та, пилĕк ача пулнине пăхмасăр тăван Ленин ячĕллĕ колхозăн кулленхи ĕçĕсенчен пăрăнса юлман.
Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тăрăшуллă Вера Яковлевăна (хĕр чухнехи хушамачĕ) хими предмечĕ питĕ килĕшнĕ. Кăсăк формулăсем çеç мар, уроксенчи юмахри тĕрлĕ самантсене аса илтерекен лабораторисем те, вĕрентекенĕ те тата ытти те. Çавна пулах çак енĕпе тарăнрах пĕлÿ илме тăрăшнă, вăл е ку пулăма хăй тĕллĕн тĕпчеме те ÿркенмен, районта иртекен олимпиадăсене хутшăннă. Вунă класс пĕтерсен чăваш хĕрĕ хăйне малтан Çтерлĕри «Авангард» заводра тĕрĕслесе пăхнă. Ун хыççăн хатĕрлев курсне иртсе Хусанти химипе технологи институтне вĕренме кĕнĕ. Çак утăма тума, паллах, ача чухнехи киленÿпе ĕмĕтсем хистенĕ пулмалла.
Студент пурнăçĕ хаваслă та кăсăк самантсемпе пуян. Çапах та тăван кĕтесрен, çывăх çынсенчен аякра пулни тепĕр чухне тунсăх туйăмĕсем çуратать. Антунски хĕрĕн те çавăн пек самантсем пулман мар. Çитменнине икĕ курс пĕтерсен, çемье çавăрнă хыççăн, çамрăк мăшăр пĕр-пĕринчен уйрăм - пĕри Хусанта, тепри Ĕпхÿре - пурăнма пултарайман. Расна пурнăçа пĕр çул хушши хăйсем çинче тĕрĕслесе пăхнă хыççăн çемье Пушкăртстанăн тĕп хулинче тымар янă. Çав вăхăтрах пысăк тĕллевлĕ çамрăк арăм аслă пĕлÿ илесси çине алă сулман, суйласа илнĕ ăслăлăх енĕпех Пушкăрт патшалăх университетĕнче пĕлĕве малалла тăснă. Тепĕр виçĕ çултан 1986 çулта алла диплом илсе хими предметне вĕрентекен аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăнă. Çакăн хыççăн шăпа пÿрнипе Вера Михайловна Ĕпхÿри 47-мĕш тата 31-мĕш № шкулсенче ачасене пĕлÿ панă. 1995 çултанпа вара хулари Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче тăрашать. Паянхи кун аслă категориллĕ вĕрентекен, методист.
Вера Михайловнан асăннă шкулти ĕçĕсем çинче тĕплĕнрех те тарăнрах чарăнса тăмалла. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хулари шкулсенче чăвашла вĕрентес, хамăр халăхăн культура еткерне, йăлана кĕнĕ тĕрри-костюмĕсене пуянлатас ĕçе çĕнĕрен йĕркелесе яракансенчен пĕри шутланать. Никамăн куçĕнчен пăхмасăр, хăйĕн укçа-тенкипе, вăй-халне шеллемесĕр вырсарни шкулĕ валли 30 ытла комплект чăваш костюмĕсемпе пуçа тăхăнмалли япаласем хатĕрленĕ. Çак пурлăха укçа-тенкĕ виçипе хаклас пулсан вăл 400 пине çитмелле. Çапах та чи пĕлтерĕшли тата кăмăла çĕклекенни - çак илемлĕ те хÿхĕм япаласене ачасем çинче курни. Ăна Мускавпа Санкт-Петербург, Хусанпа Шупашкар, Чĕмпĕрпе Эрĕнпур, Самара хулисенче тата ытти регионсенче пысăка хурса хак пани. Хăй пурăнакан тĕп хулара та Вера Михайловна пĕрмай вĕренекенсемпе те, ĕçтешĕсемпе пĕрле те чăваш тумне тăхăнса çÿрет. Çакна сăнаса тăракансем пурте 21-мĕш ĕмĕрти чăваш халăхĕ унчченхинчен те вăйлăрах пулнине тавçăрса илеççĕ, ăнланса тăраççĕ. Вера Михайловна пек уйрăм çынсем тăрăшнипех вăл паян та пур, малашне те пулĕ. Вырсарни шкулне пуçласа çÿреме тытăнакан ачасем темиçе уйăх черетре тăрса чăваш кĕпине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, лайăх вĕренсе, мероприятисене хутшăнса тивĕçлĕ пулма ăнтăлаççĕ.
Манăн куç умне чылай чухне Павел Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн малтанхи утăмĕсем тухса тăраççĕ, кунти тĕлпулусем аса килеççĕ. Чăн та пуçлама кирек мĕнле ĕç те çăмăл мар, вăл çитмест, ку кирлĕ. Килекен хăнасене те кирлĕ пек кĕтсе илсе ăсатса яма пĕлмелле, наци калоритне те кăтартмалла. Малтанхи çулсенче çакă курăнмастчĕ тесен те юрать. Халĕ вара… Халĕ пĕр-пĕр уява пухăннă чухне (тĕрессипе уявра çеç мар, ытти чухне те) наци тумĕ тăхăннă ачасемпе вĕрентекенсене курсан музейри чĕрĕ экспоната хак панă пекех туйăнать. Çакăнта та Вера Михайловнан тÿпи пысăк.
Малалли хаçатăн 38№.