Пур хыпар та
Чăвашлăхшăн
1 Октябрӗн 2018, 16:43

ЙЫВĂРЛĂХСЕНЕ ПĂХМАСĂРАХ.....

Паянхи кун - шкулсенче ачасене вĕсен ашшĕ-амăшĕсенчен ыйтмасăрах, нимле заявлени çыртармасăрах акăлчан чĕлхине вĕрентнĕ вăхăтра, вырăс мар халăхсен тăван чĕлхисене ашшĕ-амăшĕсен „ирĕкĕпе“ çеç вĕренте пуçларĕç. Çакă Патшалăх Думи тăван чĕлхесене вĕрентесси çинчен калакан саккуна кăçал хăйне евĕр улăштарнипе çыхăнчĕ ĕнтĕ. Урăхла каласан, депутатсем Раççейри вырăс мар халăхсен ачисене вĕсен тăван чĕлхисене вĕрентмесен те юрать тесе уйлаççĕ.

Пирĕншĕн ют акăлчан чĕлхине вара, вĕсен шухăшĕпе, кашни шкул ачин вĕренес килет-и, килмест-и пурпĕрех вĕренмелле. Çакăн усси пуррипе çуккине шута илмесĕрех. Пурнăç нумай çын шкул хыççăн акăлчан чĕлхипе усă курманнине кăтартать, мĕншĕн тесен вăл чылай çынна кирлĕ мар. Ют чĕлхе питĕ кирлĕ пулсан, ăна тĕрлĕ ятарлă курссенче вĕренме те пултарать. Ун пек курссем халĕ хуласенче кашни кĕтесре. Укçу кăна пултăр - вĕрентеççĕ.
«Вĕрентÿ çинчен» Саккуна депутатсем хăйсене май улăштарнине нумай çын депутатсем Раççейри халăхсен авалтан килекен чĕлхисене пĕтерсе лартасшăн тесе ăнланчĕ. Пĕрре пăхсан, çапла килсе тухать пек. Тепĕр енчен, депутатсем çапла тунинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Мĕншĕн тесен, вĕсен кашнин хăйĕн интересĕ. Вĕсем уйлани халăх интересĕпе пĕр шухăшлă мар пулсан та. Мĕн тумалла-ха пирĕн, сăмахран, чăвашсен çакăн пек кăткăс лару-тăрура? «Караул, пĕтетпĕр!» - тесе кăшкăрни усăсăр. Çапла кăшкăрасси вырăнне, чи малтан депутатсем вĕрсе хăпартнă çак кăткăс лару-тăрăва реали вырăнне йышăнмалла пирĕн, тăван чĕлхешĕн малашне халичченхинчен те ытларах тăрăшмалла. Ун пек тума май пур. Мĕншĕн тесен, вырăс мар халăхсен тăван чĕлхисене пĕтĕмпех пĕтерсе лартмалли саккун йышăнман-çке-ха депутатсем. Çапла тума вĕсене Конституци ирĕк памасть.
Бокс спортĕнче „Держать удар” текен сăмах çаврăнăшĕ пур. Сана çапас текене çаптармалла мар е çапнине вăйсăрлатмалла тени ĕнтĕ. Ача ашшĕ-амăшĕсем пурпĕрех, ниме пăхмасăр, шкул директорĕсене, ачисене тăван чĕлхене вĕрентме ыйтса заявлени çырмалла çеç. Ма ют акăлчан чĕлхине заявленисĕрех вĕрентеççĕ тесе калас килет пулсан та. Заявленисем пулсан, шкул директорĕсем ачасене тăван чĕлхене вĕрентме условисем туса памаллах. Ку - вĕсен тивĕçĕ, ĕçĕ. Пирĕн çакăнпа усă курмалла та... Кунта принциплăх тата эпир - кашни чăваш ачин ашшĕ-амăшĕ - хулара та, ялта та тăван чĕлхене шкулта вĕренттерес ĕçре ÿркенменни тата тăрăшни çеç кирлĕ.
Анчах нумай чăваш халĕ ÿрĕк-сÿрĕк кăмăллă çав, тăван чĕлхе шăпишĕн пăшăрханма пĕлмест. Чылайăшĕ хăйсене кĕтÿри сурăхсем пек тытаççĕ, пире ăçталла хăвалаççĕ - эпир çавăнталла сулăнатпăр. Ку та реали. Апла пулсан, чăваш общественноçĕ, чăвашсен обществăлла пĕрлĕхĕсемпе вĕсен лидерĕсем çак лару-тăрăва алла илмелле, ыйтăва çынсем умне тăратмалла, тăван чĕлхене ытларах пропагандăламалла. Атту пĕр хисеплӗ Николай Петрович Игнатьев çеç тĕрлĕ инстанцисем тăрăх çÿрет. Эпир вара вăл çÿренин усси пулассине кĕтсе ларатпăр, пылак татăк тӳперен татăлса анасса кӗтетпӗр. Пĕр тумлам шыв çеç чула шăтараймасть.
„Паянхи ачасем - ыранхи халăх“ тенине шута илсен, ачасене шкулсемпе ача сачĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентме пăрахтармасси паянхи кун - питĕ çивĕч проблема. Ашшĕ-амăшĕсем ачисемпе килĕсенче чăвашла калаçманни те çавах. Халĕ ĕлĕкхи вăхăт мар. Ача çуралнă-çуралманах вырăс чĕлхин шавлă та хăватлă океанне кĕрсе ÿкет: ашшĕ-амăшĕсем илсе панă „калаçакан“ теттесем вырăсла юрлаççĕ те калаçаççĕ, телевиденипе радиора - мĕнпур кăларăм вырăсла, компьютерсемпе планшетсенчи ачасем юратакан интереслĕ вăйăсем - пурте вырăсла, хуларан яла курма килнĕ вырăсла çеç пĕлекен ачасем ял ачисемпе вырăсла калаçаççĕ, хуласенчен ялсене куçса килнĕ чăваш мар çынсем, чăваш ялне качча тухнă майра кинсем е киле кĕнĕ вырăс кĕрÿсем чăвашла пĕлмеççĕ те, калаçмаççĕ те ... Кун пек лару-тăрура ял ачи, ăна никам та вырăс чĕлхине ятарласа вĕрентмесĕрех, хăех çăмăллăн вырăсла калаçма пуçлать. Ашшĕ-амăшĕ вара унпа ятарласа чăвашла калаçмасан, çак ача чăвашла калаçма вĕренеймест, вырăсла çеç калаçса ÿсет. „Ача хăех чăвашла калаçма вĕренĕ-ха“ тени йăнăш шухăш. Мĕншĕн иккенне маларах каларăм.
Эпир - чăвашсем, тăван чĕлхешĕн хамăр пуç ватмасан, уншăн урăх никам та тăрăшмасси паллă. Эпир ăна пĕлни ытти çынсене кирлĕ мар, çав шутра депутатсене те. Çавăнпа вĕсем, тăван чĕлхесене шкулсенче вĕренмесен те юрать тесе уйлаççĕ, ав..... Çак кăткăс саманара тăван чĕлхене упраса хăварасси - чăваш халăхĕн, чăваш лидерĕсен, кашни чăваш çыннин тивĕçĕ. Хальхи глобализаципе урбанизаци саманинче туслă та хăйăнлану шайĕ пысăк, пуçаруллă халăхсем çеç сыхланса юлма пултараççĕ. Чăваш халăхĕ тата унăн çыннисем, халăх суйланă лидерсем шăп та лăп çапла пулассине шанатăп. Çакăн пек пулни халăха выльăх кĕтĕвĕнчен уйăрса тăрать.
Аркадий РУСАКОВ, çыравçă.
Федоровка районĕ.