Пур хыпар та
Черетлĕ тĕлпулу
31 Июлӗн 2019, 16:36

Чăваш тĕнчипе пурăнакан сăмах ăсти

Юлашки çулсенче литература хайлавĕсене вулакансем кунран кун сахалланса пыраççĕ. Сăлтавĕ – интернет. Пĕтĕм тĕнчери интернет уçлăхĕн серепине ватти те‚ вĕтти те тыткăна лекнĕ. Çав вăхăтрах вара пĕр-пĕр çыравçăн хайлавĕсемпе паллашсан е хăйĕнпе курнăçма май килсен‚ алла кĕнекине илсе вулас кăмăл та çуралать.

Çтерлĕ хулинчи 6№ вулавăшра (ертÿçи В.Ю.Зорина) чикĕ леш енчен‚ Эстони çĕрĕнчен‚ килсе çитнĕ Дина Гаврилова çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ. Вăл тăван чăваш халăхĕ çинчен вырăсла çырать. Авалтан килекен йăлапа хаклă хăнана‚ Пушкăртстан Писателĕсен союзĕн пайташне çăкăр-тăварпа кĕтсе илтĕмĕр. Тĕлпулăва вырăнти чăваш наципе культура автономи членĕсем‚ «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ‚ писатель-поэт Геннадий Челпир‚ пирĕншĕн çĕнĕ çын Ольга Евстафьева сăмах ăсти (вăл писатель тата поэтесса‚ Раççейри Писательсен союзĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн правленийĕн членĕ - авт.) тата ытти чаплă хăнасем пухăнчĕç.
Мероприяти ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Дина Гаврилова пухăннисене Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Чап-чап уйăхĕ» кулăш калавĕсен пуххипе паллаштарчĕ. Унăн хайлавĕсемсĕр пуçне асăннă кĕнекене Т.И.Иванов-Таçук‚ А.А. Григорьев тата Ю.П. Терентьев авторсен произведенийĕсем кĕнĕ. Пĕлÿ çăлкуçĕпе паллашнă май, пурнăçри тÿнтерлĕхсемпе çитменлĕхсем хунарпа çутатнă пек курăнаççĕ. Çавăн пекех авторсем ăссăрлăхпа айванлăх‚ чеелĕхпе сĕмсĕрлĕх‚ вĕçкĕнлĕхпе мăнкăмăллăх‚ кахаллăхпа çăткăнлăх тата ытти начар енсене уçса кăтартнă. Витĕр куçлă‚ çивĕч чĕлхеллĕ геройсем хамăр хушăрах пурăнаççĕ.
Пурнăçра мĕнле кăна мыскара пулса иртмест-ши? Хăй вăхăтĕнче тарăхтарнă е сехрене хăпартнă самантсене халĕ кулмасăр та аса илеймĕн.
Дина Гаврилован «В бане с нечистым» байкисем чăвашла та лайăх вуланаççĕ иккен (ăна вырăсларан А.Савельев-САС куçарнă). Кĕнекене çыравçăн «Мунчаран – венчете»‚ «Чап-чап уйăхĕ»‚ «Лапка айĕ лăпкă мар»‚ «Мĕскĕн Ванюш»‚ «Авлантарчĕ绂 «Апрель мунчи»‚ «Хĕрлĕ чăлха»‚ «Чысшăн – сенĕкпе» калавĕсем кĕнĕ.
Геннадий Челпир‚ Ольга Евстафьева‚ Оксана Федорова‚ Мария Воробьева тата ыттисем çыравçа черетлĕ кĕнеке кун çути курнă ятпа ырă та ăшă сăмахсем каларĕç‚ саламларĕç. Аякри хăна пухăннисене тав туса малашлăхри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Эпир вара‚ вулакансем‚ унăн çĕнĕ хайлавĕсене чăтăмсăр кĕтĕпĕр.
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ хули.