Пур хыпар та
Чи хаклă çын ячĕпе
6 Нарӑсӑн 2019, 17:55

Атте пирĕншĕн чăн-чăн арçын тĕслĕхĕ

Февраль уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мияки тăрăхĕнчи «Нива» СПК ертÿçи, «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусĕ, канăçсăр та ырă чĕреллĕ чăваш хастарĕ А.Ф. Петров хăйĕн 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак ятпа ăна мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем саламлаççĕ.

«Ĕмĕрĕ тăршшĕпех чăн-чăн атте, юратнă мăшăр». Ку сăмахсем пирĕн атте çинчен каланă пекех туйăнаççĕ.
Александр Федорович Петров. Унăн ятне Мияки тăрăхĕнчи Тимеш ялĕнче пурăнакансем çеç мар, республикипех пĕлеççĕ. Ку, паллах, атте нумай çул хушши çынсемпе ĕçленипе тата вĕсемшĕн тăрăшнипе çыхăннă.
Организатор пултарулăхĕ, çынсен психологине лайăх пĕлни ăна педколлектива, колхоза ертсе пыма пулăшнă: малтан атте шкул директорĕ, ун хыççăн «Комсомолец» колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ вăл - «Нива» СПК ертÿçи. Александр Федорович нихăçан та çĕнĕлĕхсенчен хăраман, çавăнпа та унăн хуçалăхĕ кирек хăçан та малтисенчен пĕри пулнă.
Ман шутпа, ертÿçĕн чи паха енĕ – кашни çынна хăвăн пекех хисеплени, кирлĕ таран çирĕп ыйтни. Ырă кăмăл яланах хăйĕн çимĕçне (хуçалăхри лайăх кăтартусем, ĕç коллективĕ дисциплинăллă пулни) панă.
Аттен чи курăмлă та паха енĕ - кирек хăш çынпа та калаçма, районти хуçалăх ертÿçисемпе çеç мар, республикăрисемпе те, ун тулашĕнчисемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлни.
Çакăнтан тĕлĕнме те кирлĕ мар, мĕншĕн тесен манăн атте ĕçре те, юлташĕсем хушшинче те, килте çемьере те пур енчен те ырă тĕслĕхлĕ çын. «Пурнăçра саншăн чи хакли мĕн?» ыйту çине атте яланах çапла хуравлать: «Пурнăç хăй. Çав пурнăç тĕрлĕ енлĕ те тулли пултăр. Унта вара туслă та нумай ачаллă çемье, юратнă ĕç, юлташсем, туслă коллектив пулмалла». Çав юратăва вăл пире те, хăйĕн ачисене, пама пĕлнĕ, халĕ ун çинчен мăнукĕсене каласа ăнлантарать.
Атте спортпа та питĕ туслă. Çамрăк чухне вăл волейболла вылянă, йĕлтĕрпе ăмăртас енĕпе район командин йышĕнче пулнă. Каярахпа атте «Куреш» кĕрешÿ вăййипе интересленме тытăнчĕ. «Сабантуйра» спортăн çак тĕсĕпе пĕр хутчен çеç мар парнесем çĕнсе илнĕ. Халĕ те йĕлтĕрпе çÿренине час-часах курма пулать ăна.
«Кашни çын этемлĕхе аталантарассишĕн хăй тÿпине хывмалла, çитĕнекен ăру валли хăй хыççăн мĕн те пулсан ыррине, усăллине хăвармалла», - теме юратать атте. Эпир вара мăнаçлăн çапла калама пултаратпăр: «Пирĕн атте, кукаçи тата асатте çакна пурнăçа кĕртрĕ темелле: 2007 çулта вăл хурт-хăмăр ĕрчетме пуçларĕ. Халĕ пирĕн сĕтел çинче яланах сиплĕ те техĕмлĕ пыл пур. Унсăр пуçне атте сад ĕçне те кăмăллать. Утарта темĕн чухлĕ улма-çырла йывăççи, чие, ирга, крыжовник, хурлăхан, виноград ÿсеççĕ. Арбуз таранах пур».
Атте çине тăнипе ял таврашĕнчи темĕн чухлĕ çăлкуç çĕнĕрен тапма пуçларĕ, пĕвесем таçтан-таçтан сарăлса шăрăх çăнталăкра хăйсен ытамне чăмма илĕртсе выртаççĕ. Аттен тивлечĕпе пулнă ырă ĕçсемпе йăласем пирки нумай çырма пулать. Хăйшĕн вара вĕсем кашни çын тумалли ахаль ĕçсем çеç. Ку тĕрĕс те, мĕншĕн тесен кашни çыннăн хамăр тавралăха илем кÿрессишĕн тăрăшмалла. Çакă ĕнтĕ Александр Федоровичăн пурнăç тĕллевĕ, пурнăç йĕркине ăнланни. Атте мухтанма юратмасть пулин те çакна та палăртса хăварас килет: ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна РФ Ял хуçалăх министерствин, ПР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсемпе наградăланă, «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята парса чысланă.
Хаклă та юратнă мăшăр, атте, асатте, кукаçи. Эпир сана пĕтĕм чун-чĕререн юрататпăр, эсĕ пурришĕн тав тăватпăр. Эсĕ - чăн-чăн атте, асатте, кукаçи. Эсĕ – пирĕн хÿтĕлевçĕ, тĕрев, чăн-чăн юлташ, чи лайăх арçын тĕслĕхĕ. Хамăр та тахçанах ÿссе çитĕннĕ, çемье çавăрнă, ачасем те пур пулин те санăн вăй-хăвату, ăсу тата юратăву пире паянхи кун та кирлĕ. Яланах кирлĕ пулаççĕ. Тавах сана пуриншĕн те. Эпир санпа мăнаçланатпăр, санран тĕслĕх илетпĕр, мĕншĕн тесен эсĕ – чи лайăххи. Телейлĕ пул.
Мăшăрĕпе пур ачисен тата
мăнукĕсен ятĕнчен аслă хĕрĕ Татьяна.