Пур хыпар та
ЧИ ХАКЛĂ ÇЫННĂМĂР
26 Ноябрӗн 2018, 13:41

Манăн анне

Анне … Ҫак сăмах кашни ҫынра ăшă туйăм ҫуратать. Вăл пире пурнăҫ парнеленĕ, ҫут тĕнчепе паллаштарнă. Унăн чĕре ăшши пире пурнăҫ тăршшĕпе вăй-хал парса тăрать. Чи йывăр самантсенче эпир аннен хӳттине шыратпăр. Вăл пире кирлĕ сăмахсем тупса лăплантарма тăрăшать, телей туйăмне парнелет. Анне пирĕн пурнăҫа хĕвелпе пĕр тан ҫутă, илем, ăшă кĕртет. Анне пуррисем ҫак ҫутă тĕнчере чи телейлисем.

Ăраскаллă ҫынсен шутне эпĕ те кĕретĕп, мĕншĕн тесен манăн хаклă та юратнă ҫыннăм - анне - пур. Эпĕ ăна ҫутă хĕвелпе танлаштаратăп, ахальтен мар пуль, ячĕ те унăн – Светлана. Вăл мана кăна мар, ҫывăхри пур ҫынна та хăйĕн ҫутă ăшшипе савăнтарма пултарать. Мĕн пĕчĕкрен вăл вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ.
Анне каланă тăрăх, вăл ача чухнех питĕ вулама юратнă, час-часах библиотека еннелле ҫула такăрлатнă. Вĕрентекен пулас ĕмĕт ăна Ҫтерлĕри педагогика институтне илсе ҫитернĕ. Ăнăҫлă вĕренсе пĕтернĕ хыҫҫăн анне 2001 ҫулта Тинĕскӳлти вăтам шкулта ĕҫлеме пуҫланă. Паянхи кунччен вăл ҫак шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса ĕҫлет. Чун-чĕре ăшшине мана кăна мар, ытти ачасене те парнелет. Анне вĕрентекесене тĕрлĕ чĕлхене юратма пулăшать, вырăс литературин асамлă тĕнчипе паллаштарать. Вăл кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма тăрăшать. Сăмах май каласан, унăн амăшĕ, манăн кукамай – Анастасия Александровна – хĕрĕх ҫула яхăн шкулта вăй хунă, кĕҫĕн класри ачасене вулама, ҫырма вĕрентнĕ, ырă та тÿрĕ кăмăллă ҫынсем пулччăр тесе ырми-канми тăрăшнă.
Юратнă аннен пурнăҫĕнче ҫемье питĕ пысăк вырăн йышăнать. 2004 ҫулта вăл ялти Станислав ятлă каччăпа ҫемье ҫавăрнă. Аттепе анне пĕрлешсенех пысăк та илемлĕ ҫурт лартнă. Пирĕн çемьере, мансăр пуҫне, Артур ятлă шăллăм та ӳсет. Пирĕн анне – кил ăшши. Вăл пире тутлă апатпа сăйлама юратать, хăнасене уҫă кăмăлпа кĕтсе илет. Ачисем вăйлă, хастар, ҫирĕп сывлăхлă ӳсчĕр тесе пире спортпа туслашма сĕнет. Эпир пĕрремĕш утăм тунишĕн вăл, паллах, чунтан савăннă, кашни пĕчĕк ҫитĕнӳшĕн хĕпĕртенĕ. Тăхăмĕсем кунран кун ăслăрах та пултаруллăрах ӳсчĕр тесе тăрăшнă. Шкул ҫулне ҫитсен те ăслă-тăнлă ҫын пулччăр тесе пĕтĕм вăй-халне хурать.
Аннеҫĕм илеме туйма пĕлекен ҫын. Шкулта сăнарлă чĕлхене туйма вĕрентнисĕр пуҫне, юрра-кĕвве те питĕ ăста. Хăй шкулта вĕреннĕ чухнех ялти культура ҫуртĕнчи ансамбльте балалайкăпа каланă. Халĕ шкулти пултарулăх ушкăнне хутшăнса, илемлĕ юрăсене шăрантарса районти вĕрентекенсен хушшинчи «Битва хоров» ятлă ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухнă. Ҫапла вăл манăн анне – тĕрлĕ енлĕ пултаруллă ҫын. Эпĕ унпа чăннипе те савăнма та, мăнаҫланма та пултаратăп…
Малалли хаçатăн №48.