Пур хыпар та
Чун апачĕ
31 Июлӗн 2019, 17:03

Ырă та пархатарлă ĕç

Пишкайăн ялĕнчи Никольский ячĕллĕ пулас чиркĕвĕн куполĕсене тата чанĕсене вырнаçтарчĕç. Çак хаваслă кун Турă çуртне чĕрĕ чечексемпе илемлетрĕç. Савăнăçлă пулăма пайлама Турра ĕненекенсем йышлă пуçтарăнчĕç. Унсăр пуçне Ĕпхÿ тата Çтерлĕ митрополичĕ Никон, Салават тата Кумертау епархийĕн владыки Николай килсе çитнĕ.

Пушкăртстан митрополийĕн пуçлăхĕ Никон куполсемпе чансене çветтит тÿрĕ. Чиркĕве çÿрекенсене хамăрпа хамăр ĕçлеме, çывăх çынсене юратса ырă ĕçсем тума ÿкĕтлесе каларĕ.
Чансем пурте тенĕ пекех ятлă. Тĕп чан валли хамăр ентеш, меценат тата чиркÿ хăпартакан Сергей Герасимов укçа пачĕ. Иккĕмĕш чанне Архип пачăшкăн Мускав хулинче пурăнакан мăнукĕн Евгений Куропатковăн укçи-тенкипе шăратса тунă. Виççĕмĕш чанĕшĕн Германи гражданки Нина Грель (Ерофеева) тÿлесе татнă. Тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш чансемшĕн Турра ĕненекенсем, Салават хулинчи Виктор Евстафьевпа Гафури районĕнчи Курорт поселокĕнче пурăнакан Евгений Егоров укçа панă. Вĕсем пурте Пишкайăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чансене вырнаçтарас тата хута ярас тĕлĕшпе Ĕпхÿ хулинчи чан çапакан Сергей атте пулăшрĕ. Вăл вунă кун хушши Дмитрий Трофимов шкул ачине чан çапас ăсталăха вĕрентрĕ.
Виктор Астафьев хăйĕн автокранĕпе пулăшма килни строительство ĕçĕсене самай çăмăллатрĕ. Вăл хăй çеç мар, ывăлĕсем те тăрăшсах ĕçлерĕç. Геннадий Петровăн бригади вара чиркÿ стенисене пĕрремĕш кирпĕчрен пуçласа чи çÿллĕ точка таран хăй хăпартрĕ.
Сергей Герасимов тата Самара хулинчи чиркÿ настоятелĕ Александр атте тăрăшнипе Никольски чиркĕвне июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Италинчи Бари хулинчен Çветтуй Николайăн çĕрмен ÿтне (мощи) илсе килчĕç. Çав ятпа чиркÿре кĕлĕ çур çĕр иртичченех пычĕ. Салаватпа Çтерлĕ хулисенчен, Толбазăпа Меселпуç, Мăйлăпуканпа Чăваш Хурамал, Красноусольск тата ытти ялсенчен 500 яхăн Турра ĕненекен сăваплă çĕрмен ÿт патне аллисене хучĕç. Çветтуй Николайăн ÿтне Мускавпа Санкт-Петербург хулисене илсе килнине халĕ те лайăх ас тăватпăр-ха. Ун чухне халăх темиçе çухрăма тăсăлакан черетре тăчĕ. Пирĕн ун чухлех мар, анчах ялшăн ку та самаях. Чиркĕве уçиччен Çветтуй Николайăн ÿчĕ Салават хулинчи Успенски ячĕллĕ аслă соборта упранĕ. Строительство ĕçĕсем вĕçленсен ăна ĕмĕрлĕхе пирĕн чиркĕве парĕç.
Александр ИВАНОВ,
чиркĕве çÿрекен.
Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ ĕçĕсем.