Пур хыпар та
Чун киленĕвĕ
22 Майӑн 2019, 12:50

Илемлĕхе пурнăçа кĕртет

Ман çурт - манăн крепость теççĕ халăхра. Çапах та çуртăн илемлĕхĕпе çирĕплĕхĕ чылай чух хуçин çыпăçулăхĕнчен килет. Хăв аллупа тунă япалара вара этем ăшшипе чун хавалĕ пурри те туйăнать. Александр Михайлович Егоровăн çуртĕнче чăн та çавăн пек, ăçта пăхсан та хуçа алли тĕкĕнмен япала çук.

Александр Михайлович Кривле Илюшке ял хуçалăх администрацийĕнче пушар сÿнтерекен пулса ĕçлет. Сăмах майĕн каласа хăварасшăн: хăй ăсталанă пушар сÿнтерекен машина макечĕ те çакна çирĕплетет. Пушă вăхăтра ал ĕçĕпе йăпанать. Мĕн чуль иксĕлми вăй, пултарулăх, ыр кăмăллăх, хаваслăх, хăвна хăв шанни çак çынра! Унăн ăсталăхĕ кунран-кун аталанать, çемйинче те ăна кил-йыш ăнланать, çĕнĕ япаласене ырласа йышăнать, пулăшма тăрăшать. Ун аллинче ĕç вĕресе тăрать, кирек мĕн тума тытăнсан та çав япала пурнăçа кĕрет. Çулла кил картине илемлетет, ун аллипе тунă утравра вара пальмă çинче банансем ÿсеççĕ, упăтесем сиккелеççĕ. Хĕл кунĕнче пысăк та хăтлă çуртне хăй тунă япаласемпе капăрлатать.
Валентина МАКАРОВА.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке.