Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
6 Ноябрӗн 2018, 16:53

Елена Яковлева хисеплĕ ята тивĕçнĕ

Октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ĕпхÿре Ял хуçалăхĕпе продукт тăвакан промышленность ĕçченĕн кунне халалласа мероприяти иртнĕ. Агропромышленность ĕçченĕсене республика пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров саламланă.

Çак кунах Пушкăртстан Правительствин Премьер-министрĕ Рустэм Марданов республикăри агропромышленность комплексĕн тата продукт тăвакан промышленность ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе чысланă. Сумлă наградăсене тивĕçнисем хушшинче механизаторсемпе трактористсем, агрономсемпе выльăх пăхакансем... пулнă. Хисеп паллисемпе Хисеп хучĕсене, хисеплĕ ятсене 45 çын тивĕçнĕ. Çак 45 çын шутĕнче Авăркас районĕнчи «Толбазинский хлебокомбинат» потребительсен кооперативĕнчи çăкăр пĕçерекен Елена Григорьевна Яковлева та пур. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна «Пушкăртстан Республикин апат-çимĕç индустрийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята парса чысланă. Елена Григорьевна ку ĕçре 37 çул хушши вăй хурать. Кунта вăл Шланлăри шкула пĕтернĕ хыççăнах вырнаçнă та паян кун та унтах тăрăшать. Шанса панă ĕçе тăрăшса та тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлакан ĕçчен пирки кооператив директорĕ те, ĕçтешĕсем те ыррине çеç калаççĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: