Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
26 Нарӑсӑн 2019, 17:02

Гордеев полковник çар юррисене шăрантарчĕ

Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа уяв иртрĕ.

Арçын ачасем, йăлана кĕнĕ тăрăх‚ каччăсене çарта кирлĕ пĕлÿпе хăнăхăва‚ ăсталăха кăтартрĕç. Хĕр ачасем вара аннене тата Тăван çĕршыва халалласа илемлĕ сăвăсем вуларĕç.
Праçнике Чечен Республикинчи çар хирĕç-тăрăвне хутшăннă вăрçă ветеранĕ‚ отставкăри полици полковникĕ Борис Ефимович Гордеев илем кÿчĕ. Вăл пухăннисене полкри юлташĕсем‚ командирсем‚ полицире тата Хĕç-пăшал вăйăсен çарĕнче службăра тăни çинчен каласа пачĕ. Юлашкинчен çар репертуарĕнчи юратнă юррисене баян каласа юрларĕ.
ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская Борис Ефимовича асăннă пĕрлĕх çумĕнче вăрçă тата ĕç ветеранĕсен комиссине йĕркелесе янăшăн Хисеп хучĕ парса чысларĕ.
Иван ТАРАСОВ. Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: