Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
12 Нарӑсӑн 2020, 18:20

Ĕпхÿ ăсчахĕсем Тутарстан Республикин Патшалăх премине тивĕçнĕ

Февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов чаплă лару-тăрура наука тата техника шайĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă ăсчахсене ТР Патшалăх премипе чысланă. Асăннă церемони Хусан Кремлĕнче иртнĕ.

11 ăсчах Патшалăх премийĕн лауреачĕсем пулса тăнă. Сакăр лауреат «Инноваципе çыхăннă пĕрхĕмлĕ (струйный) аппаратсем туса кăларнăшăн тата вĕсемпе нефть продукчĕсем тăвакан процесра анлă усă курнăшăн» ĕçшĕн преми илме тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче – ПР Наукăсен академи членĕ‚ Ĕпхÿри патшалăх нефтьпе техника университечĕн ректорĕ Рамиль Бахтизин (ĕç ертÿçи)‚ Георгий Сидоровпа (Алексей Кондратьев академикăн вĕренекенĕ) Виль Галиакбаров профессорсем‚ «НТ-Центр» ООО тĕп директор çумĕ Булат Яхин (Ĕпхÿ хули), «Татнефть» ĕçченĕсем Сергей Трубкинпа Айдар Авзалетдинов‚ Альметьевскри патшалăх нефть институтĕнче ректор ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Роберт Нургалиев тата асăннă аслă шкул профессорĕ Мехрали Алиев.
Наукăпа техника шайĕнче паракан Тутарстан Республикин Патшалăх премине 1993 çулта ТР Президенчĕн указĕпе çирĕплетнĕ. Ăна çут çанталăк çинчен вĕрентекен ăслăлăха‚ техникăпа гуманитари наукисене аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă‚ çĕнĕ технологисем туса кăларса вĕсене ĕçе кĕртессишĕн паллă производство результачĕсем тунă ăсчахсене параççĕ.
Пушкăртстан ăсчахĕсене асăннă премипе иккĕмĕш хут чыслаççĕ. 2012 çулта ПР Наукăсен академи членĕ М.А. Ильгамов академик тата техника наукисен докторĕ С.Г. Бажайкин преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ.
Эпир, Пушкăртстанри чăвашсем, çак пысăк чыса тивĕçнĕ çынсен хушшинче пирĕн халăх çынни те пурришĕн савăнса мăнаçланатпăр. Георгий Маркеловича чун-чĕререн саламлатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: