Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
20 Октябрӗн 2021, 11:31

Георгий Сидоров профессора Салават Юлаев орденĕпе чысланă

Ĕпхÿри нефтьпе техника университечĕн технологи факультетĕнчи «Нефтьпе газ технологийĕ» кафедрин профессорне Георгий Сидорова наукăпа вĕрентĕве аталантарас ĕçре нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса пысăк тÿпе хывнăшăн Пушкăртстан Республикин патшалăх наградипе – Салават Юлаев орденĕпе – наградăланă.

Георгий Сидоров профессора  Салават Юлаев орденĕпе чысланă
Георгий Сидоров профессора Салават Юлаев орденĕпе чысланă

Георгий Сидоров 1961 çулта Авăркас районĕнчи Таштамак ялĕнче чăваш çемйинче çуралнă. 1976 çулта ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Çтерлĕри химипе технологи техникумне вĕренме кĕнĕ, тăватă çултан ăна лайăх паллăсемпе çеç вĕçлесе Ĕпхÿри нефть университетне çул тытнă. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне машина тата хими продукцийĕ туса кăларакан аппаратсен кафедрин студентсен наука пĕрлĕхне кĕнĕ. 1984 çулта вăл наука идейисене пурнăçа кĕртмелли пĕрремĕш документлă пулнă. Аслă шкула 1985 çулта лайăх паллăсемпе пĕтерсе инженер-механик квалификаципе «Машинăсем тата хими продукцийĕ туса кăларакан аппаратсем» специальноçа алла илнĕ. Çамрăк специалиста направленипе Ĕпхÿри резинăпа техника изделийĕсем кăларакан завода янă. Кунта вăл смена мастерĕнчен стандартлă мар оборудовани участокĕн ертÿçине çитнĕ. Студентсен ăслăлăх пĕрлĕхĕнче изобретатель ĕçне хутшăнни производствăра та манăçа тухман: виçĕ çул хушшинче вăл экономикăшăн тухăçлă вунă ытла рационализатăрла сĕнÿ кĕртнĕ.
1988 çулта Алексей Кондратьев профессор йыхравланипе Ĕпхÿри нефтьпе технологи институтне таврăннă. 1988-2005 çулсенче аслă шкулта инженер, наука ĕçченĕ, ертсе пыракан наука ĕçченĕ пулса ĕçленĕ. Георгий Маркелович топливăн хими технологи специальноçпа куçăн мелпе аспирантура (1992 ç.) тата докторантура (1998 ç.) пĕтернĕ. 1999 çулта доктор диссертацине хÿтĕленĕ.
Георгий Сидоровăн наукăри тĕпчев ĕçĕсемпе Раççейри тата чикĕ леш енчи нефть уçласа кăларакан тата нефтьрен тĕрлĕ продукци хатĕрлекен предприятисенче анлăн усă кураççĕ. Унăн изобретенийĕсемпе ăслăлăх хатĕрĕсем наукăпа нефть промышленноçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.
Вăл тăрăшнипе Раççейри тата Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи (СНГ) нефтьрен тĕрлĕ таварсем туса кăларакан вунă пысăк заводра 40 ытла инновациллĕ наука хатĕрлевĕ пурнăçа кĕртнĕ. Çав шутра 42 изобретени, вĕсене РФ тата Казахстан Республикин патенчĕсемпе хÿтĕленĕ. Профессор наукăпа педагогика сферинче ĕçленĕ вăхăтра пилĕк наука кандидачĕ хатĕрленĕ.
Георгий Сидоров РФ Правительствин наукăпа техника облаçĕнчи преми лауреачĕ, И.М. Губкин академик ячĕллĕ, ПР наука академийĕн К.Р. Тимергазин ячĕллĕ премисен лауреачĕ, «Çулталăк инженерĕ – 2012» Пĕтĕм Раççейри конкурс лауреачĕ тата ПР тава тивĕçлĕ изобретателĕ шутланать.
Хисеплĕ те сумлă наградăна ăсчаха чаплă лару-тăрура Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров панă. Георгий Маркелович хăйĕн ĕçне пысăка хурса хакланăшăн пурне те тав тунă.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Георгий Сидоров профессора  Салават Юлаев орденĕпе чысланă
Георгий Сидоров профессора Салават Юлаев орденĕпе чысланă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: