Светлана Викторовна асăннă хулари «Агидель» культурăпа кану центрĕнчи «Шуратăл çăлкуçĕсем» («Родники Агиделя») чăваш халăх ансамблĕн ертÿçи шутланать. Çак ушкăн пирки пирĕн ентешсем илтмен мар. Вĕсем тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсен çĕнтерÿçисем пулнă. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Паллах, çак çитĕнÿсем пурнăçа кĕресси Светлана Антоноваран та чылай килнĕ. Шăпах çакна шута илсе РФ Национальноçсен ĕçĕсен федераллă агентстви ăна Тав çырăвĕпе чысланă. Унта çапларах çырнă ăшă йĕркесем пур: «Хисеплĕ Светлана Викторовна! Сире чăваш халăхĕн наци йăли-йĕркисене, культурине сыхласа хăварас, Пушкăртстан Республикинчи халăхсен хушшинчи туслăха, тăнăçлăха, килĕшĕве çирĕплетес ĕçре ырми-канми ĕçленĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Эсир тăвакан ĕç питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хăвăрăн пултарулăхăрпа тата ертÿçĕ тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе Раççей Федерацинчи нумай нациллĕ халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетме тата халăхсен культурине аталантарма пулăшатăр. Агентство ертÿçи Н.В. Баринов».
Эпир те Светлана Викторовнăна вулакансен ятĕнчен çак чыса тивĕçнĕшĕн кăмăлтан ăшă туйăмсемпе саламлатпăр. Малашне те чăваш халăхĕшĕн ывăнмасăр çанă тавăрса ĕçлеме сунатпăр. Çакна пурнăçа кĕртме сывлăх пултăр.
Юрий СНЕГОПАД. Салават хули.