Çак тĕнче вара çемьери кашни çынна тулашран килекен тĕрлĕ инкекрен стена евĕр хÿтĕлет. Çак сăмахсем пĕтĕмпех Авăркас тăрăхĕнчи Треппел ялĕнче пурăнакан Вера тата Александр Виноградовсем пирки. Ахальтен мар çичĕ ача амăшне ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Ача амăшĕн мухтавĕ» медаль парса чыслама йышăннă.
Çурхи кунсенчен пĕринче Треппел ялĕнчи культура çуртĕнче халăх йышлă пухăннă. Культура вучахне ял çыннисем те, сумлă хăнасем те килсе çитнĕ. Çав шутра Авăркас район пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов тата районти Канаш депутачĕ Василий Федоров пулнине палăртса хăвармалла.
– Çак пысăк наградăна Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн парса чыслаççĕ. Ăна сире парасси маншăн, чăннипех, пысăк хисеп, – тенĕ Арслан Назирович «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале хуçине саламласа панă май.
Çавăн пекех район администраци пуçлăхĕ Вера Владимировнăна ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерессипе, çемье хаклăхне çирĕплетессипе çыхăннă çăмăл мар ĕçшĕн тав тунă. Арслан Шагаретдинов çичĕ ачана пурнăç парнеленĕ хĕрарăм «юратупа анне ăс-хакăлĕн» тĕслĕхĕ пулнине те палăртса хăварнă.
Верăпа Александр Виноградовсен çемйинче тăватă хĕр тата виçĕ ывăл çитĕнет. Аслă хĕрĕ 11 çулта пулсан, кĕçĕнни вара 7 уйăхра çеç. Туслă çемье ахаль кунсене те, канмаллисене те пĕрле ирттерме тăрăшать.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ,
Треппел ялĕ.