Ирина Витальевна – истори наукисен докторĕ, ПР Правительстви çумĕнчи Топоними комиссийĕн членĕ, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн вĕрентÿ комитечĕ çумĕнчи этноконфесси хутшăнăвĕсемпе, çамрăксен политикипе тата спортпа çыхăннă саккунсене çĕнетес енĕпе ĕçлекен Эксперт канашĕн членĕ, Ĕпхÿри чăваш хĕрарăмĕсен «Салампи» пĕрлĕхĕн председателĕ, Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен «Канаш» регионти обществăлла организаци членĕ.
И.В. Сухареван чăваш наци культурине сыхласа хăварас тата аталантарас ĕç-хĕлĕ студент çулĕсенчех, Пушкăрт патшалăх университечĕн стенисенчех, диплом ĕçне чăвашлăх темипе çырма пуçланă самантранах, пуçланнă. Ума лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе Ирина Витальевна Патшалăх истори архивĕн фончĕсенчи, Пушкăртстан Республикин кĕнеке палатинчи истори докуменчĕсене тĕпченĕ.
Хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне Пушкăртстан халăхĕсен этнографи музейĕнче пуçланă. Реорганизаци хыççăн музей фондне ПР Наци музейне панă. Пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ унта ученăй секретарь пулса ĕçлеме тытăннă. И.В. Сухарева ытларах музей ĕçне пысăк тимлĕх уйăрнă. Вăл – «Чăваш халăх искусстви», «Чăвашсем. Кулленхи пурнăç тата культура» куравĕсен йĕркелÿçи. Ирина Витальевна тăрăшнипе республикăри чăвашсен Канашĕн пĕрремĕш съезчĕ тĕлне «Чуваши. Быт и культура» выставкăн çĕнетнĕ варианчĕ уçăлнă. Кураври экспонатсен ытларах пайне вăл хăй пуçтарнă.
И.В. Сухарева профессор çĕр ытла тĕпчев ĕçĕ çырса кун çути кăтартнă. Унăн киленĕвĕсем тĕрлĕ енлĕ. Çав шута этнографипе этнологи те, философипе истори те, хĕвел тухăç славянсен, Пушкăртстан Республикинчи тĕрĕк тата финн-угор халăхĕсен тĕнĕсемпе культурисем те кĕреççĕ. Уйрăмах вулакансем «Чуваши Башкортостана XVII-XIX вв. Экономическое развитие и социальная структура» (2007 çул), «Политика Христианизации Русского государства и конфессиональное состояние чувашей Башкирии (до 1917 года)» (2011), «Чуваши Башкортостана: основы этнической духовности и самосознания» (2018), «Историко-культурное развитие чувашей Башкортостана: XVIII – начало XX вв.» (2019) ĕçĕсене кăсăкланса вулаççĕ. Ирина Витальевна кирек епле ĕçе те тĕплĕ тунипе, яваплă пулнипе, лартнă тĕллев патне мĕнле пулсан та çитме тăрăшнипе уйрăлса тăрать. Общество пурнăçне хастар хутшăннине те палăртмалла. Вăл чылай чухне «Тукаев вулавĕсем», «Николаев вулавĕсем» наукăпа практика конференцийĕсен эксперчĕ тата жюри членĕ.
И.В. Сухарева музыка пĕлĕвĕ те илнĕ. Вăл вырăс, чăваш, пушкăрт чĕлхисемпе çырнă çĕр ытла юрă авторĕ. Унăн юррисем халăх хушшинче анлă сарăлнă. Вĕсене çулсеренех эстрада, халăх юррисен фестивалĕсенче тĕрлĕрен юрăçсем шăрантараççĕ. Юррисемпе сăввисем «Авăркасă хыпарçи», «Урал сасси» хаçатсенче, «Шуратăл кĕввисем» сăвăсен пуххинче кун çути курнă.
Чăвашлăх анинчи ĕçĕсене пысăка хурса Ирина Витальевнăна Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе наградăланă. 2012 çулта Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн йышне илсе «Халăх академикĕ» ят парса чысланă. «И.В. Сталин çуралнăранпа 130 çул çитнĕ ятпа» кăларнă, П.М. Миронов ячĕллĕ медальсене тивĕçнĕ.
Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен тата ытти халăхсен историпе культурине тĕпчес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн, çав шутра Авăркас районĕнне те, 2020 çулта Галимзян Ибрагимов ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса танă. 2021 çулта ăна «Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята панă.
Ирина Витальевнăн тÿпи питĕ пысăк, çавăнпа та ăна хаваспах «Нарспи» халăх фольклора этнографи ансамблĕн юбилейлă концертĕнче Чăваш Республикин пуçлăхĕн Олег Николаевăн Тав çырăвне парса чысларăмăр. Ирина Сухарева «Нарспи» ансамблĕн пĕрремĕш аккомпаниаторĕ пулнине те палăртмалла. Ăна чăваш халăхĕшĕн малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр.
Людмила МУРМАНСКАЯ,
ПР регионти чăвашсен «Канаш»
обществăлла организацин председателĕ.