Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
14 Июлӗн 2022, 13:00

Слакпуç ял хутлăхĕн пуçлăхне Тав çырăвĕпе чысланă

Яла кирлĕ шайра аталантарасси, çынсене пурăнмалли, канмалли условисем туса парасси – ял хутлăх администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

Слакпуç ял хутлăхĕн пуçлăхне Тав çырăвĕпе чысланă
Слакпуç ял хутлăхĕн пуçлăхне Тав çырăвĕпе чысланă

Çак ыйтусене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пырас тесен чăн малтанах вырăнти влаçпа халăх хушшинче ăнлануллă та тачă çыхăну йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ял хутлăхĕнче пурăнакансене ку енчен ăнăçнă темелле. Дмитрий Юрьевич Андреев хăй ĕçне пĕлсе те кирлĕ пек пурнăçлакан пуçлăх. Пултаруллă чăваша влаçрисем те асăрханă.
Шанса панă ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн çак кунсенче Дмитрий Юрьевича ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕн Константин Толкачевăн Тав çырăвне парса чысланă.
Эпир те, Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн (ЧНКА) хастарĕсем, Дмитрий Юрьевича унăн ĕçне тивĕçлипе хак панăшăн ăшшăн саламлатпăр. Тăван тăрăхшăн, ял халăхĕшĕн малашне те пархатарлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул, çирĕп кăмăл сунатпăр.
Пелепей тăрăхĕнчи ЧНКА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: