Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
17 Кӑрлач 2023, 12:45

Тăван халăхшăн тунă ĕç манăçмасть

Çак кунсенче пирӗн редакцине ырă хыпар килсе çитрĕ. Ĕпхÿ хулинчи Павел Миронов ячĕллĕ вырсарни шкул вĕрентекенне Вера Михайловна Тарасована вăрах çул хушши обществăлла ĕçе хутшăннăшăн тата хастар шухăш-кăмăлĕшĕн Пушкăртстан Республикин Правительствин Тав çырăвĕпе чысланă.

Тăван халăхшăн тунă ĕç манăçмасть
Тăван халăхшăн тунă ĕç манăçмасть

Тав çырăвне ПР Правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ – ПР экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов алă пуснă.
Вера Михайловна Тарасова Кармаскалă районĕнчи Антунăски ялĕнче çуралнă. 1976 çулта Тинĕскӳлĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, 1977-1979 çулсенче Çтерлĕ хулинчи «Авангард» заводра ĕçленĕ. 1979 çулта Хусан хулинчи химипе технологи институтне вĕренме кĕнĕ. 1986 çулта Пушкăрт патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса «Хими вĕрентекенĕ» специальноçа алла илнĕ. Унăн диплом ĕçне «питĕ вăйлă наукăпа тĕпчев ĕçĕ» тесе хак панă. Çак ĕç премие тивĕçнĕ. Диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалист Ĕпхÿ хулинчи 47, 31 №№ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче хими учителĕ пулса ĕçленĕ. 1995 çултанпа В.М. Тарасова ачасене хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕнче, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче, тăрăшать. Вера Михайловна – аслă категориллĕ вĕрентекен. Вăл вăрах çул хушши сахал мар обществăлла ĕçсене пурнăçлать. Нумай картлашкаллă власть коридорĕсенче ăна «директорăн çумĕ» теме хăнăхнă. Шкулта вара ун пек должность çук.
Вера Михайловна – пуçаруллă та яваплă, çĕнĕлле шухăшлакан вĕрентекен. Вăл Ĕпхÿ хулинче пуçласа авалхи руна çырулăхĕпе çыхăннă наци тĕррине пуçарса ярассипе, ăна халăх хушшинче сарассипе, наци тумне модăна кĕртессипе ĕçленĕ. Методика литератури çуккипе хăй тĕллĕн вĕренме, тĕрĕ азбукине алла илме тÿр килнĕ. Вера Тарасова Чăваш Республикин тулашĕнче пĕрремĕш пулса алĕç искусствипе вĕрентÿ программи хатĕрленĕ. Çавăн пекех хулара çитĕнекен хĕр ачасене чи лайăх çемье хаклăхĕсем çине таянса алăпа тĕрлеме тата ытти йышши алă ĕçĕсене вĕрентессине йĕркеленĕ. Вăл кĕпе-тумтир касса çĕлес, хушпу, тухья, сурпан, масмак хатĕрлес ăсталăха алла илсе конкурссемпе выставкăсене хутшăнма пуçланă. Чăваш чунлă хĕрарăм пуçарса янипе халĕ обществăлла пĕрлĕхсен ертÿçисем тĕрлĕ мероприятисене тĕрĕллĕ чăваш тумĕсемпе килесси те йăлана кĕрсе пырать. ПР Вĕрентÿ министерствин аттестаци комиссийĕ В.М. Тарасован педагогика опытне ытти шкулсенче те сарма сĕннĕ. Учитель хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе, çĕнĕлĕхĕсемпе тата ăсталăхĕпе ытти вĕрентекенсене те паллаштарас тĕллевпе ПР Пĕлĕве аталантаракан институтра, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче мастер-классем ирттерет. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле час-часах конференцисене, выставкăсемпе конкурссене хутшăнаççĕ, ал ĕçĕсене вĕрентÿ учрежденийĕсене, хула библиотекисене, аслă шкулсене фестивальсем ирттерме парса тăраççĕ. Вера Михайловна чăваш вырсарни шкулне парне туса 30 ытла хĕр ачапа арçын ача тумĕ çĕлесе тата тĕрĕпе илемлетсе, тухьясем хатĕрлесе панă. Халĕ В.М. Тарасова хатĕрленĕ чăваш тумĕсем П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн бренчĕ вырăннех.
Вера Михайловна – Ĕпхÿ хулипе республикăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнаканĕ. 2006 çулта ăна Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн II съезчĕн делегатне суйланă, 2009 çулта вăл Чăваш наци конгресĕн VII съездне хутшăннă. 2008 çулта пултаруллă чăваш хĕрарăмне Чăваш наци наукăпа искусство академийĕн чăн членне суйланă. Çавăн пекех В.М. Тарасова историпе культура палăкĕ шутланакан П.М. Миронов математик ячĕпе çыхăннă çурта сыхласа хăварас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнă.
Вера Тарасована Ĕпхÿ хула администрацийĕн Халăха вĕрентес ĕç управленийĕн, Ĕпхÿ хулин Хисеп хучĕсемпе, «Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа, ПР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕсемпе, «Вĕрентĕве аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн» медальпе тата ыт. те наградăланă.
Паян вара эпир Вера Михайловнăна черетлĕ наградăна тивĕçнĕ ятпа чунтан саламласа чăвашлăхшăн малалла та пархатарлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: