Вун виçĕ çул хушшинче Надежда Николаевна ачасене ăс панă май вĕсемпе пĕрле аталанса пырса кăçалхи çул январь уйăхĕнче аслă категориллĕ вĕрентекен пулса тăнă. Унăн паха енĕсенчен пĕри вăл яваплăха туйни, пуçланă ĕçе вĕçлеме мехел çитерни пулса тăрать. Ĕçтешĕсемпе, вĕренекенсемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни те паянхи кун вĕрентÿ сферинче пĕлтерĕшлĕ. Пуçарулăхпа тăрăшулăх тени те çителĕклех унра.Тен, çак енсене шута илсе март уйăхĕнче ăна шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă.
Нумаях пулмасть вара Н.Н. Ворошилова вĕрентекенĕн ĕçне Чăваш Енри вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров хак парса Тав çырăвĕпе чысланă. Унта çапларах çырнă йĕркесем пур: «Хисеплĕ Надежда Николаевна! Сире тÿркăмăллăхăршăн тата педагогика ĕç-хĕлĕнче нумай çул тăрăшнăшăн, вĕрентÿ системине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тата тăван чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çитĕнÿсемшĕн таса кăмăлтан тав тăватпăр. Хисеплесе – Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Д.А. Захаров».
Юрий СНЕГОПАД.