Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
27 Июнӗн 2023, 12:50

Отставкăри полковникăн сăваплă та ырă ĕçне хак панă

Пушкăртстанра икĕ çул ытла «Атайсал – пĕчĕк Тăван çĕршыв» проект пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ çынсем тăван кĕтесе илем кÿме, иртнине асра тытма тата ăна малалла та чечекленсе аталанма пулăшаççĕ, витĕмлĕ ĕçсем тăваççĕ.

Отставкăри полковникăн  сăваплă та ырă ĕçне хак панă
Отставкăри полковникăн сăваплă та ырă ĕçне хак панă

Республикăра 2023 çула Пĕчĕк Тăван çĕршывшăн тумалли усăллă ĕçсен çулталăкĕ тесе йышăннă хыççăн Пушкăртстанра çак юхăм тата та ытларах вăй илсе пыни палăрать. Сăмах май, Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Анатолий Павлов хĕç-пăшаллă вăйсен отставкăри полковникĕ (Николай Спиридонович Павлов Совет Союзĕн Паттăрĕн ывăлĕ) тăван ялĕнче ашшĕне асра тытса иртнĕ çулхи август уйăхĕнче унăн ячĕпе парк йĕркеленĕччĕ тата бюст лартнăччĕ. Çак ĕçре ăна хăйĕнпе пĕр шухăшлă çынсем, тăван ял çыннисем чылай пулăшрĕç. Кăçал пысăк чĕреллĕ чăваш арне районти Сабантуйра, июнь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, савăнăçлă лару-тăрура пархатарлă та сăваплă ĕçшĕн Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабировăн Тав çырăвне парса чысларĕç. Хисеплĕ Анатолий Николаевич, эпир сире çак наградăна илнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, пуçланă ĕçе вĕçлеме ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: