Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
26 Июлӗн 2023, 11:15

Вăрçă ветеранне чысланă

Июль уйăхĕн шăрăх кунĕсенчен пĕринче Авăркас район администрацийĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Петр Захарович Алексеева 97 çул тултарнă ятпа саламланă.

Вăрçă ветеранне чысланă
Вăрçă ветеранне чысланă

Петр Захарович Авăркас районĕнчи Шĕвĕрлĕ ялĕнче 1926 çулта çуралнă. Вырăнти шкулта тăватă класс пĕтернĕ. Хаяр вăрçă пуçлансан çул çитнĕ яшсене ял çыннисемпе тăванĕсем куççуль юхтарсах фронта ăсатнă. Вăл вăхăтра уйрăлу пĕрисемшĕн вăрăм, теприсемшĕн ĕмĕрлĕхех пуласси пирки кам шухăшланă-ха? Çамрăклах çĕр ĕçне кÿлĕннĕ каччăна часах çара кайма повестка панă. Вăл ун чухне вун çиччĕре пулнă, çитĕннисен шутне кĕреймен ача. Ачалăхпа çитĕннĕ пурнăç хушшинчи чикĕ.

Петр Алексеев 1-мĕш, 2-мĕш тата 3-мĕш Белорусси фрончĕн 19-мĕш уйрăм запасри çыхăну полкĕн йышĕнче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Вăл Хĕвелтухăç Пруссине, Польшăна тăшманран ирĕке кăларнă, Берлина илнĕ çĕре хутшăннă. Çар званийĕ - ефрейтор.

Çапăçусенче уйрăмах хăюлăх тата паттăрлăх кăтартнă ентешĕмĕре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степень орденĕпе, «Кенигсберга илнишĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

Вăрçă пĕтсен чăваш арĕ 1950 çулччен Германинче Совет çарĕсен йышĕнче службăра тăнă. Тăван ялне таврăнсан МТСра комбайнер тата бригадир пулса вăй хунă. Паянхи кун Петр Захарович Шĕвĕрлĕ ялĕнче пурăнать. Вăл мăшăрĕпе 6 ача çуратса ура çине тăратнă. Халĕ ăна 13 мăнук тата 17 кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать.

Çак кунсенче вăрçă паттăрне районти ветерансен канашĕн председателĕ Риф Рафиков тата районти канашăн секретарĕ Юрий Николаев килсе курнă. Вĕсем ветерана Тав хучĕпе хаклă парне кăмăл туса панă.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: