Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
19 Сентябрӗн 2023, 12:00

Уявра тивĕçлисене палăртаççĕ

Сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Куюргазă районĕнчи Кинья-Абыз ялĕнче Емельян Пугачевăн пулăшаканĕ, пушкăрт старшини, çар пуçлăхĕ Кинзи Арсланов çуралнăранпа 300 çул çитнине халалланă мероприятисем иртнĕ.

Уявра тивĕçлисене палăртаççĕ
Уявра тивĕçлисене палăртаççĕ

Кинзя Абыз – виçĕ Совет Союзĕн Геройне (Гафиатулла Арсланов, Хасан Гайсин, Салман Биктимиров) çуратса ÿстернĕ Раççейри пĕртен-пĕр ял.
Уява Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров уçнă. Мероприятие Раççейри чăвашсен федераци шайĕнчи наципе культура автономи (ФНКА) Канашĕн пайташĕ Владимир Яковлев та хутшăннă. Владимир Матвеевич чăваш халăх культурине сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ял хутлăхĕн пуçлăхне Игорь Ворошилова Светлана Каликова министр ятĕнчен ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Тав çырăвĕпе, Куюргазă районĕнчи чăваш культура обществин председательне Ирина Игнатьевана тата «Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамбльне (ертÿçи – Ольга Федорова) ПР ЧНКА регионти обществăлла организацин Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Надежда РОДИОНОВА.

Уявра тивĕçлисене палăртаççĕ
Уявра тивĕçлисене палăртаççĕ
Уявра тивĕçлисене палăртаççĕ
Уявра тивĕçлисене палăртаççĕ
Уявра тивĕçлисене палăртаççĕ
Уявра тивĕçлисене палăртаççĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: