Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чыслав
11 Кӑрлач , 09:10

Ырми-канми вăй хурса ĕçленĕшĕн тивĕçлĕ награда

Çĕнĕ çул умĕн, декабрь уйăхĕнче, ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров уйрăмах хастаррисене, ĕçре палăрнисене, республика аталанăвĕшĕн тухăçлă ĕçленисене Раççейĕн тата Пушкăртстанăн патшалăх наградисемпе чысланă.

Ырми-канми вăй хурса ĕçленĕшĕн тивĕçлĕ награда
Ырми-канми вăй хурса ĕçленĕшĕн тивĕçлĕ награда

Орденсемпе медальсене, Хисеппе Тав хучĕсене патшалăх тата муниципаллă служащисем, аслă шкулсен ăсчахĕсемпе преподавателĕсем, инженерсемпе рабочисем, учительсемпе тухтăрсем, культура ĕçченĕсем, çавăн пекех кĕске отпуска таврăннă ятарлă çар операцине хутшăнакансем илме тивĕçнĕ.
– Кивĕ çула ăсатнă май, эпир пĕтĕмлетÿсем тăватпăр, малашлăх планĕсене палăртатпăр. Чи хастаррисене чыслатпăр. Паян эпир Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçланисене, нумай çул тăрăшса ĕçленисене тав тума пухăнтăмăр. Сирĕн яваплă ĕçĕршĕн, патриотизмпа пултарулăхăршăн, профессионализмпа паттăрлăхăршăн. Кунта – пирĕн хамăрăн ĕç фрончĕ. Çавăнпа та эпир пирĕн салтаксемшĕн çирĕп те шанчăклă тыл пулма тăрăшатпăр. Залра – тĕрлĕ отрасль ĕçченĕсем. Эсир пурте Раççейĕн шанчăклă тĕревĕ шутланатăр. Çумăрта ĕçлекен çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăратăр, – тенĕ республика ертÿçи чыслав церемонине уçнă май.
Патшалăх наградисене тивĕçнисен шутĕнче чăваш халăхĕн тĕлĕнмелле хастар та пултаруллă çынни пулни уйрăмах савăнтарать. Çапла республика ертÿçин аллинчен «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен Канашĕн председателĕ, ПР Хĕрарăмсен канашĕн правленийĕн пайташĕ, ПР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, «Красноусольск» санаторин сиплевпе диагностика комплексĕн ертÿçи Людмила Бадретдинова «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль илнĕ. Людмила Михайловна Пушкăртстан Республикинчи санаторипе курорт системине аталантарассине пысăк тÿпе хывнă. Унсăр пуçне вăл професси ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулнипе, нумай çул тăрăшса ĕçленипе, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунипе, тăван Пушкăртстаншăн кăна мар, пĕтĕм Раççей ырлăхĕшĕн ырми-канми вăй хурса ĕçленипе палăрса тăрать. Шăпах çак енсем тивĕçлĕ наградăна хăйĕн хуçине шыраса тупма пулăшнă та.
Хисеплĕ Людмила Михайловна! Сире медаль илнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.

Ырми-канми вăй хурса ĕçленĕшĕн тивĕçлĕ награда
Ырми-канми вăй хурса ĕçленĕшĕн тивĕçлĕ награда
Ырми-канми вăй хурса ĕçленĕшĕн тивĕçлĕ награда
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: