Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
4 Июнӗн , 12:35

Пелепейсем регион экономикине тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ

Май уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Сибай хулинче «Уралçум-2024» («Зауралье-2024»)улттăмĕш Пĕтĕм Раççейри инвестици сабантуйĕ иртнĕ. Мероприяти йĕркелÿçисем – Стратегиллĕ пуçарусен федераллă агентствипе ПР Правительстви.

Пелепейсем регион экономикине  тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ
Пелепейсем регион экономикине тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ

Форум вăхăтĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров производствăра пысăк çитĕнÿсем тунă тата регион экономикине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă республикăри предприятисемпе организацисен ĕç ушкăнĕсемпе ĕçченĕсене патшалăх наградисем парса чысланă.
Пелепей хулинчи «Амма» ООО наукăпа производство предприятийĕн директорĕ Михаил Антонов Пушкăртстан Республикин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн Хисеп хучĕпе Пелепейри Хисеп палли орденлă сĕт-çу комбиначĕн ушкăнне (директорĕ – Евгений Линкевич) наградăланă.
– Пирĕн икĕ предприятие патшалăх наградисемпе чысланине палăртма питĕ кăмăллă. Вĕсем чăнах та Пелепей районĕпе пысăк пахалăхлă продукци туса кăларса республикăна аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ, Пелепей хулине ят-сум илсе килеççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса параççĕ, халăха кирлĕ апат-çимĕçпе, таварсемпе тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне сĕт-çу комбиначĕ те, «Амма» наукăпа производство передприятийĕ те ыркăмăллăх ĕç-хĕлне хутшăнаççĕ. Вĕсен ĕçĕсем малашне те ăнса пыччăр, – пĕлтернĕ район администраци пуçлăхĕн çумĕ, Татьяна Гордено бизнес-шериф.
Римма СУЛТАНОВА.
Пелепей хули.

Пелепейсем регион экономикине  тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ
Пелепейсем регион экономикине тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: