Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
15 Октябрӗн , 14:30

Паллă ăсчахăн ĕçне республика тивĕçлĕ хак панă

Пушкăртстан Республикин кунне уявлас умĕн Ĕпхÿ хула администрацийĕнче тĕп хулари предприятисемпе организацисенче вăй хуракансене чысланă.

Паллă ăсчахăн ĕçне республика тивĕçлĕ хак панă
Паллă ăсчахăн ĕçне республика тивĕçлĕ хак панă

ПР Правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Назаров нумай çул хушши республикăпа Ĕпхÿ хулишĕн тăрăшакан тĕрлĕ професси çыннисене патшалăх наградисем панă.
Сумлă ята тивĕçнисем хушшинче вулакансем лайăх пĕлекен Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ пулнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Игорь Георгиевича Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ сумлă ята парса чысланă. И.Г. Петров историпе этнографие, чăваш тата Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен искусствине тĕпчес енĕпе пысăк ĕç тăвать. Вăл пилĕк монографи тата 150 ытла тĕпчев ĕçĕн авторĕ шутланать. Пушкăртстанри халăхсен культурипе тата йăли-йĕркипе çыхăннă этнографи коллекцине пуянлатас ĕнĕпе пысăк тÿпе хывнă. Наука ĕç-хĕлĕсĕр пуçне общество пурнăçне те хастар хутшăнать. Вăл – «Нарспи» халăх фольклорпа этнографи ансамбльне, Чăваш культура обществине, П.М. Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулне, Чăваш таврапĕлÿçисен обществине пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра Раççей Академи наукисен Ĕпхÿри федераллă тĕпчев центрĕнчи Р.Г. Кузеев ячĕллĕ этнологи тĕпчевĕсен институтĕнче тĕп специалист пулса вăй хурать, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалне ертсе пырать.
И.Г. Петров Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче вĕрентекенсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Людмила Демьяновна мăшăрĕпе икĕ чăваш чунлă хĕр çитĕнтернĕ.
Игорь Георгиевича сумлă ята тивĕçнĕ ятпа чунтан саламласа наука анинче çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр, чăваш халăх чыс-сумне ÿстернĕшĕн тав тăватпăр.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: