Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чыслав
15 Октябрӗн , 16:30

Яваплă та пуçаруллă вĕрентекене – Раççей награди

Педагогика анинче 28 çул хушши тăрăшакан Татьяна Якушева – инновациллĕ методикăсене алла илнĕ учитель. Татьяна Александровна ĕçлĕ пурнăçне Пушкăрт патшалăх университетĕнче «Филолог. Вырăс чĕлхипе литература учителĕ» специальноçа алла илсен Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕн 21№ лицейĕнче пуçланă.

Яваплă та пуçаруллă вĕрентекене –  Раççей награди
Яваплă та пуçаруллă вĕрентекене – Раççей награди

Унта виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн çемйипе Пелепей хулине куçса килнĕ. 2000 çултан пуçласа 2024 çулхи вĕренÿ çулĕ пĕтиччен хулари 15№ шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса тăрăшнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен Пишпÿлек ялĕнчи 3№ шкулта вăй хурать.
Çивĕч ăслă, çирĕп ыйтакан, мал ĕмĕтлĕ вĕрентекен ĕçре пысăк кăтартусем тунă. Унăн пухмачĕнче – тĕрлĕ шайри темиçе теçетке Хисеп хучĕпе Диплом, Джон Локк ячĕллĕ медаль, «Ăслăлăх советникĕпе» «ПР Вĕрентÿ ĕç отличникĕ» хисеплĕ ятсем. Кăçалхи октябрь уйăхĕнче Вĕрентекенсен кунĕ тĕлне Татьяна Александровнăна «РФ вĕрентÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăланă.
Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ ентешĕмĕре сумлă наградăна илнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, малалла та ăнăçлă ĕçлеме иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.

Яваплă та пуçаруллă вĕрентекене –  Раççей награди
Яваплă та пуçаруллă вĕрентекене – Раççей награди
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: