Пысăк чыс-сума тивĕçнисен шутĕнче ĕç ветеранĕсем нумайăн пулнă. Вĕсенчен пĕри – Пелепей хулинчи 8№ шкулта физика предметне вĕрентекен Зоя Тугаева. Çамрăк ăрăва 42 çул хушши пĕлÿ тата воспитани паракан Зоя Петровна «ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçнĕ.
З.П. Тугаева ачасене тĕпчев ĕçĕ урлă хăйĕн предмечĕпе интереслентерме тăрăшать. Çак меслет вĕренекенсене темăсене лайăх ăнланма, задачăсен тупсăмне шыраса тупма, лаборатори ĕçĕсене ăнăçлă пурнăçлама май парать. Çивĕч ăслă, çирĕп ыйтакан вĕрентекен кашни ачана тимлĕх уйăрать, унăн тĕп тĕллевĕ – предмета ăша хывассине интереслĕ, тухăçлă тата тĕрлĕ енлĕ йĕркелесси.
– «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçни маншăн пысăк чыс та хисеп. Эпĕ хамăн профессипе мăнаçланатăп, ачаранах педагог пулма ĕмĕтленнĕ. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче пысăк балл пухакан, çĕршыври тата республикăри паллă аслă шкулсене вĕренме кĕрекен, пурнăçра хăйсен вырăнне тупакан вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем мана савăнтараççĕ. Малашне вĕрентекенсене ачасемпе ĕçлеме нумайрах вăхăт уйăрсан, вĕсене ытлашши электронлă документ çаврăнăшĕнчен хăтарсан лайăх пулĕччĕ, – тенĕ Зоя Петровна.