Пур хыпар та
Чыслав
19 Ноябрӗн 2025, 11:00

Тавах сана, çĕр ĕçченĕ, сĕтел çинчи çăкăршăн

Ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче Ял хуçалăх тата продукци тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне халалласа «Торатау» Конгресс-холра, ПР Ял хуçалăх министерствин Колонна залĕнче чаплă мероприятисем иртнĕ.

Тавах сана, çĕр ĕçченĕ, сĕтел çинчи çăкăршăн
Тавах сана, çĕр ĕçченĕ, сĕтел çинчи çăкăршăн

ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров тата ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов республикăри агропромышленность комплексĕнче тăрăшакан 54 представителе пысăк наградăсем парса чысланă, тăван район, республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тунă.


Пысăк чыс-сума тивĕçнисен шутĕнче чăваш арĕсем нумай пулни кăмăла çĕклет. Сăмахран, Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи К.Иванов ячĕллĕ СПК председателĕ Максим Маторинпа Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи Крупская ячĕллĕ хуçалăхăн ферма заведующийĕ Василий Павлов агропромышленность комплексне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Пушкăртстан Республикин Хисеп хутне илме тивĕçнĕ. Асăннă районтах тухăçлă ĕçлекен «Нива» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсене Владимир Константинова «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль, Вячеслав Алексеев тĕп инженера «Професси енĕпе чи лайăххи» номинацинче ПР Правительствин Дипломне парса чысланă. Çавăн пекех «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе Пишпÿлек районĕнчи Киров ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕн механизаторне Дмитрий Иванова наградăланă. Хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа, чунĕпе парăнса пурнăçланăшăн Авăркас тăрăхĕнчи «Салават» КФХ ООО бригадирĕ Николай Алексеев, «Урожай» ял хуçалăх предприятийĕн агрономĕ Владимир Никитин, Давлекан районĕнчи «Канаш» ОООн финанс директорĕ Сергей Яковлев «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Эпир паттăр та хастар, пултаруллă çĕр ĕçченĕсене патшалăх наградисене илнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр, сĕтел çинчи çăкăршăн тав тăватпăр.

Ирида НОВИКОВА.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас