Пелепей хулинчи Чăваш гимназийĕ «Асра тытма иртнине пĕлмелле» Раççей шайĕнчи конкурсра «Чи лайăх хула музейĕ» номинацинче шкул музейĕсем, хушма пĕлÿ паракан учрежденисемпе аслă шкулсем хушшинче лауреат ятне тивĕçнĕ.
Асăннă музее 2001 çулта йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи – ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Вера Алексеева. Музей пуян та тĕрлĕ енлĕ. Унта «Гимнази историйĕ», «Пирĕн çитĕнÿсем», «Вĕсем Тăван çĕршывшăн çапăçнă», «Паллă ентешсем», «Чăвашсен кулленхи пурнăçĕнчи япалисем», «Чăваш халăх костюмĕ», «Ятарлă çар операцине хутшăннисем» тата ытти пайсем пур.
Чăваш гимназин коллективне тивĕçлĕ наградăпа тата çитĕнекен ăру валли истори астăвăмне упрассипе пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывнишĕн чунтан саламлатпăр.
Светлана ПРОКОФЬЕВА.