Пур хыпар та
Чыслав
8 Кӑрлач , 11:00

Иртнĕ çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе

Давлекан районĕнчи «Премиум ушкăнсем» компание кĕрекен Чуйăнчă-Николаевка ялĕнчи «Канаш» ОООн (ертÿçи – Иван Гофман) финанс директорĕ Сергей Яковлев ял хуçалăх сферинче 2010 çултанпа ĕçлет.

Иртнĕ çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе
Иртнĕ çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе

Сергей Анатольевич ертсе пыракан финанс уйрăмĕ палăртнă тĕллевсене тухăçлă татса парать, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме çирĕп никĕс хывать. Çĕнĕ ял хуçалăх техникисене ĕçе кĕртни, культурăсене çитĕнтермелли техникăна çĕнетни туса илекен продукцин пахалăхне, предприяти ĕçĕн тухăçне ÿстерме май панă.
2019 çулта Сергей Яковлева тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, агропромышленность комплексĕн системинче пысăк кăтартусем тунăшăн ПР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă. 2025 çулта вара ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята парса чысланă.

Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.



Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас