

Нумай çул хушши чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçĕсемшĕн ăна Шупашкарта «Халăхшăн ĕçленĕшĕн» («За службу народу») академиксен орденĕпе (Аркадий Айдак ячĕпе) чысланă.
Май уйăхĕнче хисеплĕ Мударис Харисович 65 çул тултарчĕ. Юбилей сăлтавĕпе тата пархатарлă ĕçĕсене сумласа юлташĕсем Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал библиотекинче М.Сафинпа тĕлпулу ирттерчĕç. Мероприятие вулавăш ĕçченĕ Людмила Никитина йĕркелерĕ. Çак тĕлпулăва хатĕрленсе вăл М.Сафинăн кĕнекисенчен ятарласа пуян курав хатĕрленĕ. Мударис Харисович таврапĕлÿ енĕпе 43 кĕнеке кăларнă. Людмила Васильевна наци академикĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Пуçтарăннисем паллă ентеше çавра çулпа чĕререн саламласа, пысăк çитĕнÿсемшĕн тав туса малашне те çапла ăнăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕç, нумай ăшă сăмах каларĕç. Район администраци ячĕпе Ю.Н. Николаев, ял администрацин пуçлăхĕ Н.С. Ефремов, «Восток» колхоз ертÿçи пулнă, каярах шкулта та ĕçленĕ В.В. Михайлов, шкул директорĕ пулнă А.С. Ефремов, колхозра тĕп инженерта вăй хунă В.Н. Борисов, вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ В.Н. Григорьев, шкулăн хальхи директорĕ О.Н. Никитина вĕренекенсен ушкăнĕпе, ялти клубăн ертÿçи М.А. Ефремов, ачаран пĕрле ÿснĕ ентешĕсем С.Г. Михайлова, Л.В. Ефремова, Л.А. Ефремова тата ыттисем те саламларĕç.
Ахальтен мар ĕнтĕ, чăвашлăхшăн пĕрле тăрăшнă академик та, «Оренбурггазпром» ООО директорĕ Василий Васильевич Николаев Мударис Сафина хисеплесе «мой соратник» тесе чĕннĕ.
Çакна та каласа хăвармалла. Мударис Сафин çак уяврах КФК «Салават» ООО ертÿçин Василий Иванович Федоровăн костюмĕ çине те Шупашкартан ярса панă «Халăхшăн ĕçленĕшĕн» ордена çирĕплетсе хучĕ.
ЯРУХХА ВИТТИ (Вячеслав Ерохин).
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.