Урал сасси
+9 °С
Облачно
Чыслав
27 Августа , 04:00

Чăваш арĕ «Атте хастарлăхĕ» награда хуçи

Август уйăхĕн 13-мĕшĕнче ПР Обществăлла палатăн Канашĕнче «Атте хастарлăхĕ» общество наградине тивĕçнĕ Республикăри VII конкурс лауреачĕсен списокне çирĕплетнĕ. Асăннă конкурса Пушкăртстанри 108 çын хутшăннă, вĕсенчен 21 муниципалитетри 35 çын финала тухнă. Çĕнтерÿçĕсем ытларах Ĕпхÿпе Элшей районĕсенчен пулнă.

Чăваш арĕ «Атте хастарлăхĕ»  награда хуçиЧăваш арĕ «Атте хастарлăхĕ»  награда хуçи
Чăваш арĕ «Атте хастарлăхĕ» награда хуçи

Атте - хăй ачисемшĕн пĕрремĕш тĕслĕх. Вĕсем унран пурнăçа, ĕçе, çынсемпе хутшăнма, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама вĕренеççĕ. Ачисем ашшĕ мăшăрĕ, аслисем çине епле пăхнине асăрхаççĕ, хăй ĕçне мĕнле пурнăçланине, сăмахне тытнине, йывăрлăхсене парăнтарнине курса ÿсеççĕ. Чылай чухне çак пурнăç урокĕсем кирек епле вĕренÿрен те усăллăрах пулса тухаççĕ. Вăйлă атте вăл - юнашар пулма, хăй ачине илтме, йывăр вăхăтра пулăшма, унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнма, кирлĕ пулсан тĕрĕс çул суйлама пулăшакан çын.
«Атте хастарлăхĕ» Республикăри VII конкурсăн ултă çĕнтерÿçинчен пĕри – ПР чăваш культура обществин председателĕ, «Дуслык» тĕрĕк халăхĕсен ача-пăча этнокультура центрĕн хушма пĕлÿ паракан педагогĕ Юрий Михайлов.
Юрий Павлович виçĕ ачипе пилĕк мăнукне тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ, паянхи кун этнокультура центрне çÿрекен ачасене шахматла выляма вĕрентнĕ май культура хаклăхĕсене хăнăхтарать. ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Юрий Михайлов çемйине тата хăй ĕçне чунтан парăннин тĕслĕхĕ шутланать. Çитмĕл тăхăр çулхи чăваш арĕ паянхи кун та çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарас, хамăр халăх культурине юратма вĕрентес тесе ырми-канми тăрăшать. Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сире, Юрий Павлович.
Надежда РОДИОНОВА.
Редакцирен. Çавăн пекех «Атте хастарлăхĕ» обществăлла наградăпа Ĕпхÿ хулинчи обществăлла палата çумĕн председательне Ильнур Асадуллина, СВО ветеранне Альмир Ульмаскулова, Çтерлĕ хулинчи 1№ больницăн тĕп тухтăрне Ильшат Яппарова тата ытти паллă общество çыннисемпе предпринмательсене, нумай ача ашшĕсене чысланă.

«Атте хастарлăхĕ» конкурс обществăра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Асăннă конкурса ирттерсе эпир тивĕçлĕ арçынсене палăртасшăн кăна мар, çемье йăли-йĕркине упракан, обществăпа волонтер ĕç-хĕлне илсе пыракан, хăйсен ĕçĕпе республикăн ырлăхне çирĕплетекен ашшĕсем чылай пулнине обществăна кăтартасшăн. Ман шутпа, чăн-чăн атте пулни – арçын хăй ачисене воспитани парас ĕçе хастар хутшăнни, вĕсене хăйсем тĕллĕн пурăнма, тÿрĕ кăмăллă, яваплă çынсем пулма пулăшни. Апла пулсан, ун пек ашшĕсене пулăшни тата халăх умĕнче йышăнни – уйрăм çемьене кăна мар, республикăн пуласлăхне те тÿпе хывни пулать. Çирĕп çемье унăн кашни пайташĕн яваплăхĕнчен пуçланать, яваплă аттелĕх вара çемье ăнăçлăхĕн тата ăрусен çыхăнăвĕн чи пĕлтерĕшлĕ никĕсĕсенчен пĕри пулса тăрать, - палăртнă ПР Обществăлла палата председателĕ Энже Ахмадуллина.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас