Урал сасси
+9 °С
Ясно
Чыслав
22 Сентября , 05:00

Лариса Коротаева ăсчах патшалăх наградине тивĕçнĕ

Сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ĕпхÿ хулинче Раççейри халăхсен чĕлхи кунне халалласа тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен çамрăк учительсемпе тĕлпулу ирттернĕ. Мероприятие 140 педагогпа воспитатель, студентсем хутшăннă. Унта тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене (вĕрентÿ мелĕсем, учительсене пулăшу парасси) сÿтсе явнă.

Лариса Коротаева ăсчах  патшалăх наградине тивĕçнĕЛариса Коротаева ăсчах  патшалăх наградине тивĕçнĕ
Лариса Коротаева ăсчах патшалăх наградине тивĕçнĕ

Тĕлпулу вĕçĕнче ПР Пуçлăхĕ пултаруллă вĕрентекенсене патшалăх наградисемпе чысланă. Вĕсен шутĕнче Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн доценчĕ Лариса Валерьевна Коротаева та пур. Ăна ПР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе наградăланă.


Лариса Валерьевна, эсир тăван чĕлхепе культурăна аталантарас, республикăри чăвашсен культура еткерне тĕпчес тата упраса хăварас, вĕрентекенсен çĕнĕ ăрăвне хатĕрлес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн эпир чунтан савăнатпăр, сире çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр. Эсир тăрăшнипе университетран хăйсен ĕçне чунтан парăннă пултаруллă тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем тухаççĕ. Çак награда сире çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантартăр.


Лариса Коротаева Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче çуралнă. Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Филолог. Чăваш чĕлхипе литературин учителĕ» специальноçа алла илнĕ. 1996 çултанпа Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш кафедрин преподавателĕ пулса ĕçлет. 2010 çулта ăна доцент ăслăлăх ятне панă. 2011 çулта «ПР вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ» паллăпа наградăланă.


Университетра ĕçленĕ май вăл вĕрентÿ процесĕнче усă куракан 237 наукăпа методика ĕçĕ пичетлесе кăларнă, чылай грант çĕнсе илсе наука ĕçĕсем хатĕрленĕ. Лариса Валерьевна ПР Халăх вĕрентÿ министерствин, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕсене тата ытти сумлă наградăсене илме тивĕçнĕ.

Лариса Коротаева ăсчах  патшалăх наградине тивĕçнĕ
Лариса Коротаева ăсчах патшалăх наградине тивĕçнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас