

Наградăсене культурăпа искусствăна аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн тата пысăк професси ăсталăхĕ кăтартнăшăн панă.
Пире, чăвашсене, Çтерлĕ патшалăх концертпа театр пĕрлешĕвĕн эстрада ансамблĕн ертÿçи тата артистки Олеся Пескова «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята тивĕçни уйрăмах савăнтарчĕ.
Олеся Николаевнăна сумлă ят пани унăн пултарулăхне, нумай çул хушши ĕçленине, чăваш кĕвĕ культурине аталантарас тата упраса хăварас ĕçе пысăк тÿпе хывнине тивĕçлĕ хак пани шутланать.
– О.Н. Пескова нумай çул хушши ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчи «Савни» чăваш вокал ушкăнне ертсе пычĕ, студентсене хавхалантарса тăван юрра-кĕвве юратма, наци йăли-йĕркине типтерлĕн упрама вĕрентрĕ. Пысăк тав ăна уншăн, – теççĕ студентсемпе вĕрентекенсем.
Олеся Николаевна, сире çирĕп сывлăх, иксĕлми хавхалану, çĕнĕ пултарулăх çитĕнĕвĕ тата куракансен юратăвне сунатпăр. Сирĕн пултарулăхăр малашне те çынсене пĕрлештертĕр, савăнтартăр.
ПР тава тивĕçлĕ артистки Олеся Николаевна Пескова март уйăхĕн 21-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнче çуралнă. Пушкăртстан Республикин культура техникумĕнчен (2005ç), Чăваш патшалăх университетĕнчен (2013 ç) вĕренсе тухнă. Пултарулăх ĕçне филармонире 2005 çулта «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕн артистки пулса пуçланă. Ертÿçĕ пултарулăхĕ, теори пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулнипе Олеся Николаевна 2009 çултанпа «Сарпи» чăваш эстрадăпа фольклор ансамбльне ăнăçлă ертсе пырать.