Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Ноябрӗн 2019, 11:15

Владимир Путин «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» тĕп тĕллевĕсене палăртнă

Ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин ХIХ съзчĕ иртнĕ. Унăн ĕçне çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин та хутшăннă, тухса сăмах каланă чухне политика партин 2021 çулхи РФ Патшалăх Думин суйлавĕсем умĕнхи тĕп тĕллевĕсене палăртнă.


- Пуш сăмахсемпе шантарнисем мар, çынсемшĕн тунă, куçа курăнакан кăтартусем суйлав умĕнхи тĕп аргументсем пулмалла. Муниципалетсенчен пуçласа Патшалăх Думи таран, - тесе палăртнă вăл. - Пулас суйлав наци аталанăвĕн çыхăнăвĕшĕн, ку таранччен тунине перекетлес тата ÿстерсе пырас ĕçре питĕ те пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та Раççейĕн малалла аталанмалли нумай çуллăха палăртнă стратеги тавра халăха общетво пĕтĕçĕвĕпе (консолидаци) тивĕçтермелле. Çакă партин тĕп тĕллевĕ тата тупсăмĕ пулса тăрать.
Владимир Влалимирович партин ят-сумĕ çинче те чарăнса тăнă.
- Сирĕн, пирĕнпе пĕр шухăшлисен мораль енчен пăхсан мĕн те пулсан туса çитерейменни пулмалла мар. Çакăн пек пулма право та çук. Хăвăн вăйсăрлăхна тата компентентлă мар çын пулнине пуш сăмахсемпе, популизмпа витĕнсе тÿрре кăлармалла мар. Сăмахпа пăтратакансем, кирек мĕнле лару-тăрура та принципсăр майлашса пурăнакансем партин статусĕпе усă курса кирек хăш вăхăтра та партие е çĕршыва сутма пултараççĕ. Çакăн пекки пирĕн историнче пĕрре мар пулнă, çав шутра çĕнĕ историнче те. Партин ят-сумне, сăн-питне çыннăн шалти туйăмĕ, вырăнĕ тăвать. Шăпах çакă кирек мĕнле партин те тĕшши пулса тăрать. Çавăн пек çынсем палăртнă ориентирсемпе принципсене хÿтĕлеме хатĕр пулмалла, вĕсемшĕн кирек мĕнле лару-тăрура та, çав шутра ансат мар йывăр чухне те, кĕрешмелле.
Çĕршыв пуçлăхĕ ертÿçĕн пĕлтерĕшĕ пирки те сăмах хускатнă. Унăн шухăшĕпе «лидер» тени вăл тĕслĕх кăтартакан, хăй хыççăн ертсе пыракан. Çав вăхăтрах ыттисемпе танлаштарсан вăл е ку самантра хăйĕнчен çирĕпрех ыйтакан та. Ертсе пыракан партин, влаç партийĕн тăрăмĕ (статусĕ) ертсе пырассинче мар, халăха, Тăван çĕршыва парăнса ĕçлесси пулмалла. Парти вăл – пĕтĕм нацин обществăпа политика организацийĕ. Унăн вăйĕ тÿре-шаран (ан тив вăл темле пысăк вырăнта тăрăштăр, çав вăхăтрах партин пайташĕ пултăр) ĕçĕпе, шухăшĕпе килĕшсе ĕçленинче мар. Партишĕн чи япăххи хăвăншăн хăтлăх шырани. Унтан та начартараххи кирек мĕнле пуçлăхшăн юрăхлă тата майлă пулни.
- Çавăнпа та сиртен пур çĕрте те ертÿçĕ пулма ыйтатăп. Çивĕч ыйтусене хăвăр тупса палăртăр, хăвăрах çĕклĕр. Хăвăрах куратăр, ăçта больница ишĕлсе юрăхсăра тухнă, ăçта-тăр шкулсенче пиллĕкмĕш сменăра вĕрентеççĕ. Енчен те вырăнта çаксене тÿре-шарасем курмаççĕ пулсан, сирĕн вĕсене куçран вĕçертмелле мар. Патшалăх тÿре-шарине канăç памалла мар, аса илтерсех тăмалла тата тивĕçлĕ йышăну тума ыйтмалла. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» лидерсен партийĕ пулмалла. Çакă вара халăха парăнса ĕçленинче курăнса тăмалла, - тенĕ Раççей Президенчĕ.
Халăх çинчен манмалла маррине астутарса Владимр Путин çакна палăртнă:
- Партин ĕçĕнче халăхпа пĕрле пуласси тĕп вырăнта пулмалла: вăл мĕн ыйтнине, унăн нушине тĕплĕн пĕлмелле, вĕсене çийĕнчех, вăраха ямасăр татса памалла, пулăшмалла, ăнлантарса памалла, хÿтĕлемелле. Çапла майпа куллен ĕçлесен çеç эсир хăвăр хăватлă та пултаруллă пулнине çирĕплетме пултаратăр. Ĕçпе, тимлĕхпе граждансемшĕн тăрăшнипе ертÿçĕ пулнине кăтартса паратăр. Çакăн пек тăрăшнин тĕп пĕлтерĕшĕ пирĕн граждансен, çуралнă тата Раççейри çемьесенче çут тĕнчене килмелли ачасен пуласлăхĕпе çыхăннă.
Паллах, президент съездри делегатсем умĕнче наци проекчĕсем çинчен те сăмах хускатнă.
- Чăн малтан Раççее аталантарас енĕпе çыхăннă приоритетсем пирки калас пулсан, кунта ĕçе килĕшÿллĕ те кал-кал, яваплăха туйса йĕркелени кирлĕ. Çакă паянхи кун сиртен кашниншĕнех, регионти командăсемшĕн тата партие пулăшма хатĕр мĕнпур çынсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллев пулса тăрать. Наци проекчĕсен витĕмĕпе тăвакан, куçа курăнакан çитĕнÿсем çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма ыйтатăп. Çынсем хăйсен пурнăçĕнче ырă та паха улшăнусем пулса иртнине туйса илччĕр. Тепĕр самант çинче те чарăнса тăмалла – халăх лайăх улшăнусем тăвас ĕçе хăй те хутшăнмалла, - çирĕплетнĕ Владимир Путин халăх пурнăçĕ ырă та паха енне улшăнасса шанса.

Читайте нас: