Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Ноябрӗн 2019, 13:55

Суккулсем шкул картишĕн сасăланă

Виçĕ çул каялла вырăнти пуçарулăхсене пулăшу паркан программăпа (ППМИ) килĕшÿллĕн Ермеккей районӗнчи Суккул ялĕнчи культура çуртĕнчи куракансен залĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çак кунсенче ял çыннисем çĕнетнĕ те илемлетнĕ зала черетлĕ пухăва пуçтарăннă. Хальхинче вĕсем асăннă программăна хутшăнассипе тата мĕнле проекта пурнăçлассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă.

Программăна хутшăнма икĕ сĕнÿ тăратнă: шкул картине юсасси тата пушар вăхăтĕнче шывпа усă курмалли прицеп-цистерна туянасси. Шкул ĕçченĕсемпе вĕренекенсем пухăва хăйне евĕрлĕ хатĕрленнĕ. Проекта тивĕçлĕ хÿтĕлеме вĕсем флешмоб йĕркеленĕ‚ ачасем хушшинче асăннă темăпа ÿкерчĕксен конкурсне ирттернĕ‚ куравсемпе плакатсем хатĕрленĕ. Çаксене пурне те ял çыннисемпе хăнасем залра курма пултарнă.
Район Канаш депутачĕ‚ пĕр ял çынни Рафиль Хакимов пĕлÿ çурчĕ ял варринче ларнине палăртнă. Вăл ялăн хăйне евĕрлĕ визит карточки пулнине те асăнса хăварнă. Унăн тулти сăнĕнчен‚ ялăн илемĕ те киленине палăртнă. «Колос» ООО ертÿçи Азат Чулпанов депутат каланине ырласа йышăннă.
- Шкул хÿмине кашни икĕ çултан сăрлаççĕ‚ юсаççĕ. Мĕн чуль укçа-тенкĕ тăкакланать. Проекта йышăнсан‚ ĕлĕкхи хÿме вырăнĕнче евроштакетник пулĕ, - тенĕ ертÿçĕ.
Çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн‚ пухăва хутшăнакансем шкул картине юсамалла тесе пĕр саслă пулса сасăланă. Асăннă проект 980 пин тенкĕпе танлашать. Вырăнти шкул директорĕ Фануза Чулпанова пухăннисене ĕçсен калăпăшĕпе паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх‚ юсав ĕçĕсене ирттерме 3 млн яхăн укçа-тенкĕ кирлĕ. Анчах‚ асăннă программăна хутшăнма проект тăкакĕсем 1 млн тенкĕпе танлашмалла. Çавăнпа шкул умĕнчи ĕçсен тăкакĕсене кăна шута илнĕ. Хÿме тунисĕр пуçне‚ икĕ хапхапа виçĕ калиткене те улăштармалла.
Укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли пайсене те пăхса тухнă: проект хакĕн 10% ял Канашĕн бюджетĕнчен уйăрĕç тата спонсорпа ял çыннисем тивĕçтерĕç (98-шар пин). Шутласа кăларнă тăрăх‚ кашни килĕрен 500 тенкĕ тухать. Ял Канашĕн пуçлăхĕ Фаниль Галимов куракансен залĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме ял çыннисенчен 125 пин нухрат пухнине палăртнă. Пуху вăхăтĕнчех пĕрремĕш спонсорсем - Рафиль Хакимов (5 пин тенкĕ), Фаниль Галимовпа район администрацийĕн информаципе аналитика пайĕн заведующийĕ Энже Шафикова (пĕршер пин) - пулăшу панă. Энже Шафикова каланă тăрăх‚ вăл педагогика ĕçченĕ пулнă май‚ çак ĕçрен айккинче тăрса юлаймасть. Унсăр пуçне йĕркелÿçĕсем демонтаж тума техника, вĕри апат йĕркелеме çынсен пулăшăвĕ кирлине те палăртнă. Çак çивĕч ыйтусене проекта пурнăçлас умĕн татса парĕç. Укçа-тенкĕпе перекетлĕрех усă курсан‚ ăна шкул картине çавăрма ярĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ.
Читайте нас: