Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Ноябрӗн 2019, 14:00

XX ĕмĕр чуминчен сыхланар

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн тата Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн (ООН) ассамблейин йышăнăвĕпе 1988 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче çулсерен Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли куна паллă тума йышăннă.

СПИДпа кĕрешмелли кунăн тĕллевĕ - этем иммунодефицичĕн вирусне (ВИЧ) сарăлма чарасси, унпа чирлекен çынсене шута хуманни аван мар пулнине ăнлантарасси, асăннă чире пула пурнăçран уйрăлакансен йышне чакарасси тата унăн серепине лекнисене пулăшасси. Çакна пурнăçа кĕртмешкĕн çĕршывсен пĕрлĕхлĕ вăйĕсем ВИЧ-инфекци тата СПИД профилактикине сармалли программăна общество пулăшăвĕпе çирĕплетеççĕ. Унсăр пуçне чирĕн пур палли тăрăх информаципе тивĕçтереççĕ‚ вĕрентÿсем йĕркелеççĕ.
Этем иммунодефицичĕн вирусĕ паянхи кун чи хăрушă чирсенчен пĕри шутланать. Пирвайхи хут ăна 1981 çулхи июнь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Америкăри Чирсене тĕрĕслекен центр регистрациленĕ. ВИЧ - çыннăн иммунодефицичĕн вирусне пула аталанакан вăраха кайнă ерекен чир. Вăл иммун тытăмне хавшатать, майĕпен аркатса СПИД синдромне куçать. Унăн диагнозне эпидемиологи, клиника тата лаборатори кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ. Çын иммунитетне пĕтерекен вирус виçĕ майпа ерме пултарать. Пĕрремĕшĕ - юн урлă. Ку мелпе чылай чухне пĕр шприцпа, йĕппе усă куракан наркомансем чирлеççĕ. Вĕсем ыттисем хыççăн хăйсен юн тымарне наркотик яраççĕ те çакăнпа пĕрлех ВИЧ ертме пултараççĕ. Çавăн пекех юнлă суран çине вируслă юн лексен инфекци куçас хăрушлăх пысăкланать. Стерилизацилемен инструментсемпе татуировка тунă тата косметика, маникюрпа педикюр процедурисене ирттернĕ чухне те унăн вирусĕ лекме пултарать. Тепĕр мел - ар çыхăнăвĕ урлă. Виççĕмĕшĕ - ВИЧ чирлĕ амăшĕнчен ачине варта тата çуралсан кăкăр ĕмĕртнĕ чухне куçма пултарать.
ВИЧ алă тытнипе, чуп тунипе, ÿсĕрнипе е сунасланипе, пĕр савăт-сапапа усă курнипе сывă çынна куçмасть, туалетра е ваннăйра, бассейнра, транспортра, шăна-пăван сăхнипе ермест.
СПИДпа кĕрешмелли кунăн символĕ те пур. Вăл – хĕрлĕ лента. Паянхи кун пĕр акци те унсăр иртмест. Асăннă символа 1991 çулхине çуркунне Нью-Йорк хулинче пурăнакан Франку Муру художник шутласа кăларнă.
ВИЧ çинчен пĕлни çынсене лару-тăрăва тĕрĕс хаклама, теветкел (рискованные) хутшăнусенчен пăрăнма хистет. Унсăр пуçне сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, тухтăр патне вăхăтра çÿремелле тата ВИЧ тĕлĕшпе юна тĕрĕслеттермелле.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: